Мазари-Шариф
Маза́ри-Шари́ф (дари مزار شریف Mazār-e Šarif — «сăваплă тупăклăх») — Афганистанăн тăваттăмĕш шĕкĕр хула, Балх провинцин тĕп хули. Афганистанри чи авалхи те капăр хула. 427 600 çын пурăнать (2015 çул).
Мазари-Шариф нумай нациллĕ хула. Кунта ытларах таджиксем пурăнаççĕ. Çаплах узбексем, хазарейсем, туркменсем тата пуштунсем те пур[1][1][2]. Узбек чĕлхи, дари тата пушту чĕлхисемпе танах, Балх провинцинче официаллă шутланать. Халăхсем хушшинче калаçмашкăн дарипе, узбек чĕлхипе усă кураççĕ.
Транспорт
тӳрлетПаллă вырăнсем
тӳрлетМазари-Шарифре хăйне евĕр пĕр Розии Шариф (Кăвак Мечет) храм комплексĕ вырнаçнă. Вырăнти халапсене май — кунта Али халиф вилтăпри, анчах та ăна вăрласа кайнă. Çакна пула Мазари-Шариф пуç çапмалли вырăн, уйрăмах шиитсемшĕн, пулать. Али халифăн чăн вилтăпри Иракри Неджеф хулинче, çапах та ытти мазарсем пулни — афгансемпе таджиксен тĕн йăлинче анлă сарăлнă пулăм.
Хăшпĕр историксен тĕпчевĕсемпе, çак вырăнта Саратуштра вилтăпри пур.
Тăванла хуласем
тӳрлет- Душанбе (тадж. Душанбе, перс. دوشنبه), Таджикистан (1991, утă, 13)
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 2003 National Geographic Population Map (PDF). National Geographic Society (November 2003). Тĕрĕсленĕ 18 Пуш уйӑхӗн 2018.
- ^ Мазари-Шариф, город - Афганистан. tochka na karte. Тĕрĕсленĕ 13 Ҫӗртме уйӑхӗн 2016.
Каçăсем
тӳрлет- В Мазари-Шарифе вновь открыт мавзолей халифа Али. Тĕрĕсленĕ 6 Нарӑс уйӑхӗн 2020.