М
Мм, — кириллица тата латиница çинче никĕсленекен алфавитсен, чăваш алфавитĕнчи вун улттăмĕш саспалли. Унăн ячĕ — «мă». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Кивĕ чăваш çырулăхĕн палăкĕсенче те тĕл пулать. Çĕнĕ чăваш çырулăхне И.Я.Яковлев 1871 çулта кĕртнĕ.
Мм саспалли чăваш сăмахĕсен пур позицийĕсенче те тĕл пулать: мухта, ăман, хăрăм.