Л.В. Собинов ячĕллĕ Сарăту патшалăх консерваторийĕ

Л.В. Собинов ячĕллĕ Сарăту патшалăх консерваторийĕ (СГК) — Сарӑту хулинчи аслӑ вӗренӳ учрежденийӗ, Раҫҫейре шучӗпе виҫҫӗмӗш. 1912 ҫулта музыка училищи никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ.

Истори

тӳрлет

1873 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Императорӑн Вырӑс мусӑк пӗрлӗхӗн (ИРМО) Тӗп дирекцийӗ йышӑнӑвӗпе концерт ӗҫ-хӗлне аталантарас тӗллевпе Сарӑту хулинче ҫак обществӑн уйрӑмне уҫнӑ. Ҫуллахи уҫӑ эстрадӑсенче каҫхи концертсем, «Россия» хӑна ҫурчӗн залӗнче кӑнтӑрлахи концертсем лартакан симфони оркестрӗ йӗркеленнӗ. Ҫак уйрӑма никӗсленипе пӗрлех Сарӑтура музыка класӗсем йӗркеленӗ пулин те, квалификациллӗ педагогсем ҫитменнине пула малтанхи тапхӑрта вӗсенчи вӗренӳ шайӗ пысӑках пулман. Апла пулин те 1883 ҫулта лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма пуҫланӑ, ҫакӑ вӗсен дирекцине Лейпцигпа Санкт-Петербург консерваторисенчен вӗренсе тухнӑ Станислав Экснер пианист килнипе ҫыхӑннӑ. Музыка класӗсенче вӗренекенсен шучӗ хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ. 1886/1887 вӗренӳ ҫулӗнче вӗсем 101 ҫын пулнӑ, 1895 ҫул тӗлне вӗсен шучӗ пушшех те икӗ хут ӳснӗ.

1895 ҫулта музыка класӗсенчен музыка училищине туса хунӑ, тепӗр тӑватӑ ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ун валли хула варринче — Нимӗҫ тата Никольски урамсем хӗресленнӗ вырӑнта — лаптӑк уйӑрса панӑ. Училищӗн суя готика стилӗпе калӑпланӑ ҫуртне Александр Ягн архитектор проекчӗпе (1848—1922) кнеҫ майри Мещерская хӑпартма пулӑшнӑ. Укҫа-тенкӗ ҫитменрен архитектор хӑйӗн проектне кӑшт ансатлатнӑ, ҫакӑ ҫуртӑн сӑнӗ ҫинче вӑйлӑ палӑрнӑ, вырӑнти халӑх вара ӑна «элеватор» тесе ят панӑ. Ҫурт мӗнле пулса тухни Ягна хӑйне те килӗшмен. Апла пулин те, тулаш енчен пӑхсан илемлех мар пулин те, училищӗн шалти пайӗ концертсем ирттерме капӑр та хӑтлӑ пулса тухнӑ. 1902 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче училищене савӑнӑҫлӑ уяв ирттерсе уҫнӑ, икӗ кун хушшинче халӑх умӗнчен нумай концерт лартнӑ. Музыка училищинче ӗҫлеме Экснер чӗннӗ ҫынсен шутӗнче А. Т. Зубановпа Леопольд Рудольфа, Ярослав Гаекпа В. В. Зайц сӗрме купӑсҫӑсене, И.А. Розенберг, Эмиль Гаек, М.П. Домбравский пианистсене палӑртма пулать. Училищӗн концерт залӗн акустики пирки паллӑ клавесинистка Ванда Ландовская самай мухтаса каланӑ, вӑл каланӑ тӑрӑх, кунашкал акустика Парижра та сайра хутра тупма пулать.

Экснер малалла Сарӑтура консерватори уҫас тӗлӗшпе тӑрӑшма пуҫланӑ, ҫак ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе вӑл ИРМО тӗп дирекцине сахал мар ҫитнӗ. Ку енӗпе Сарӑтӑвӑн конкуренчӗ Киев пулнӑ, вӗсен конверватори валли тивӗҫлӗ ҫурт пулман. 1910 ҫулхи раштав уйӑхӗнче музыка училищине музыка енӗпе ӗҫлекен Дирекци председателӗн пулӑшуҫи пулса Сергей Рахманинов килсе кайнӑ. Ҫурт пирки те вӑл мухтаса каланӑ, анчах ҫав вӑхӑтрах училищӗн кадрӗсем ҫӳллӗ шайра пулнманнине палӑртнӑ. Экснер пысӑк квалификациллӗ специалистсене пухма тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах училище ҫуртӗнче тӑваттӑмӗш хута тума пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех ун чухне ҫурт фасадне тӗпрен ҫӗнетсе юсанӑ, ку ӗҫе Семён Каллистратов туса ирттернӗ (вӑл ун чухне Сарӑтӑвӑн тӗп архитекторӗ пулнӑ).

1912 ҫул пуҫламӑшӗнче Сарӑту хулинче консерватори уҫас тӗлӗшпе татӑклӑ йышӑну тунӑ, ӑна Алексеевски (престол йышӑнкан Алексей патша ывӑлӗ ячӗпе) ят панӑ. Унӑн ертӳҫи пулма Экснера лартнӑ. Ҫав ҫулах юпан 21-мӗшӗнче Сарӑту консерваторине чаплӑ уяв йӗркелесе уҫнӑ, Раҫҫейре вӑл шучӗпе виҫҫӗмӗш (Питӗртипе Мускаври хыҫҫӑн) пулса тӑнӑ. Экснер консерваторие ҫав вӑхӑтри Раҫҫейӗн паллӑ мусӑкҫисене чӗнсе илнӗ: Михаил Медведев юрӑҫа (тенор, унӑн пуҫарӑвӗпе 1918 ҫулта камера юрри класӗ уҫӑлнӑ), Алевтина Пасхалова юрӑҫа (колоратура сопрани; Сарӑту консерваторинче вӑл 21 ҫул тӑрӑшнӑ), Николай Сперанский камера юрӑҫинче (уйрӑм юрланин класне ертсе пынӑ), Георгий Конюс музыка теоретикӗпе композитора (1918–1919 ҫулсенче консерватори директорӗ пулнӑ), Юзеф Сливиньский пианистпа дирижёра (унӑн фортепиано класӗ вӑл вӑхӑтри консерваторире чи пысӑккисенчен пӗри пулнӑ), тата ыттисене.

Хулара консерватори уҫни хулана ҫав вӑхӑтри чи паллӑ мусӑкҫӑсене илӗртнӗ, 1912—1913 ҫулсенче Сарӑтура Сергей Рахманинов, Леонид Собинов, Ванда Ландовска, Леопольд Ауэр тата ыттисем концерт панӑ. 1914 ҫулта Экснерӑн сывлӑхӗ хавшама пуҫланӑ, ҫавна май вӑл отставкӑна кайнӑ, консерватори директорӗ вырӑнне Юзеф Сливиньский йышӑннӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи ҫулӗсенче консерватори преподавателӗсем кӗпӗрне тӑрӑх та, Раҫҫейпе те гастрольпе ҫӳренӗ. 1916 ҫул вӗҫӗнче Леопольд Рудольф пуҫарӑвӗпе Халӑх консерваторине туса хунӑ, унта ытларах енӗпе Сарӑту консерваторинче ӗҫлекенсем вӗрентнӗ, каярахпа вӑл ачасемпе аслисен мусӑк шкулӗ пулса тӑнӑ. 1918 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче, Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн, консерваторие Патшалӑх ятне панӑ, ӑна патшалӑх пурлӑхне куҫарнӑ.

1924 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче консерваторинче музыка техникумне йӗркелесси ҫинчен постановлени кӑларнӑ, ҫӗнӗ статуса куҫнӑ пулин те вӑл хӑйӗн педагоксен йышӗн никӗсӗ те, пысӑк вӗрентӳ шайне те сыхланса хӑварнӑ. 1935 ҫулта консерваторие аслӑ вӗренӳ заведенийӗн статусне тавӑрнӑ, ӑна ҫулталӑк маларах вилнӗ Леонид Собинов ятне панӑ.

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хирӗсенче консерватори преподавателӗсемпе студенчӗсем сахал мар пуҫ хунӑ, вӑл шутра Д. Смирницкий, Н. Благовещенский, А. Еланчин тата Н. Иванов ятсене асӑнма пулать. 1941 ҫулхи кӗркунне Сарӑтӑва Мускав консерваторине эвакуациленӗ, Сарӑтурипе пӗрлешсе вӑл П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускав патшалӑх консерваторийӗ ятлӑ пулса тӑнӑ. Икӗ ҫул иртсен вӑл тӗп хулана таврӑннӑ, апла пулин те Сарӑтура вырнаҫнӑ вӑхӑтра вӑл хулан музыка пурнӑҫне лайӑх витӗм кӳме ӗлкӗрнӗ.

40-50-мӗш ҫулсенче консерваторире вӗрентекен специальноҫсен йышне ӳстерес процесс пуҫланнӑ. Ҫапла академи хорӗпе дирижерламалли кафедра уҫӑлнӑ, 1956 ҫулта халӑх инструменчӗсен кафедри (чи малтанхисенчен пӗри) йӗркеленнӗ. 1967 ҫулта Лев Христиансен халӑх хорӗн ертӳҫисен кафедрине (халӗ — халӑх юррипе этно музыки пӗлӗвӗн кафедри) туса хунӑ, ҫакӑ та СССР-та унашкаллине йӗркеленисенчен чи пӗрремӗш йышри пулнӑ. 1976 ҫулта Сарӑту консерваторийӗ ҫумне ҫӗнӗ ҫурт купаласа хӑпартнӑ — ҫӗнӗ вӗренӳ корпусӗ. 1983 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче Сарӑту консерваторин кун-ҫулӗнчи чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри пулса иртнӗ — театр факультетне (хальхи Театр институчӗ) уҫнӑ. Ҫав ҫулах консерваторипе юнашар унӑн студенчӗсем валли общежити туса лартнӑ, тепӗр общежитине каярахпа Сарӑту хулин Завод районӗнче хӑпартнӑ. 1985 ҫулхи кӗркунне консерваторин пысӑк залне нимӗҫсен «Зауэр» фирми туса кӑалрнӑ орган илем кӳме тытӑннӑ.

Пултарулӑх коллективӗсем

тӳрлет
  • Симфони оркестрӗ
  • Камера оркестрӗ
  • Вӗрсе каламалли инструменсен оркестрӗ
  • Вырӑс халӑх инструменчӗсен оркестрӗ
  • «Лельс» халӑх инструменчӗсен ансамблӗ
  • «Благодать» халӑх юррин ансамблӗ
  • Халӑх хорӗ
  • Академи хорӗ
  • «MUSICA FELICE» авалхи тата хальхи мусӑк ансамблӗ
  • Ҫӗнӗ Кӗвӗ театрӗ

Концерт залӗсем

тӳрлет

Сарӑту патшалӑх консерваторийӗнче виҫӗ концерт залӗ пур:

  • Пысӑк зал, кунта 469 ҫын вырнаҫаять. Вӑл Раҫҫейӗн хӑйне евӗрлӗ акустикӑллӑ чи илемлӗ залӗсенчен пӗри. Сывлӑша кондицилекен система пур. Партерпа балкон пур. Залти музыка хатӗрӗсем: W. Sauer нимӗҫ фирмин органӗ (1984 ҫулта вырнаҫтарнӑ), 3 рояль: C. Bechstein тата Steinway & Sons фирмӑн икӗ роялӗ.
  • «Театральнӑй» концерт залӗ, 216 вырӑнлӑ.
  • Консерваторин пӗчӗк залне 100 ҫын вырнаҫма хатӗрленӗ, акустика тӗлӗшӗнчен лайӑх. Залра камера музыкин концерчӗсем, ҫавӑн пекех студентсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Залти музыка хатӗрӗсем: С. Bechstein фирмӑн 2 ҫӗнӗ роялӗ.

Хальхи вӑхӑтра консерватори залӗсенче ҫулсерен 300 ытла концерт иртет. Пӗтӗмӗшле илсен консерваторин пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫак тӗп енсемпе пурнӑҫланать:

  • Консерваторин профессорӗсемпе преподавателӗсен концерчӗсем.
  • Академи тата кафедра концерчӗсем, консерватори педагогӗсен класс концерчӗсем, студентсем ансамбльпе е уйрӑммӑн хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарни.
  • Концертсен тата фестивальсен ярӑмӗсем, вӗсен хушшинче: камера ансамблӗн кафедрин проекчӗ «Лев Иванов профессор йыхравлать» фестиваль, ҫулсерен иртекен Л.В. Собинов, Г. Г. Нейгауз ячӗллӗ фестивальсем.
  • Юбилей каҫӗсемпе асӑну концерчӗсем. Вӗсен шутӗнче — кафедрӑсен юбилейӗсене, консерватори педагогӗсен юбилейӗсене халалланӑ концертсен ярӑмӗсем. Концерт программисемпе паллӑ мусӑкҫӑсен ячӗсемпе ҫыхӑннӑ датӑсене (Д. Д. Шостакович ҫуралнӑранпа 100 ҫул, С. И. Танеев ҫуралнӑранпа 150 ҫул, И. Я. Паницкий 100 ҫул ҫитнине халалланӑ концертсем тата ытти те) палӑртаҫҫӗ. Уйрӑм вырӑн Сарӑту консерваторийӗн 100 ҫулхи юбилейне халалланӑ концертсен ярӑмӗ йышӑнчӗ.
  • Сарӑтури композиторсен ҫӗнӗрен хайланӑ ӗҫӗсен премьерисем: Е. В. Гохман, В. Г. Королевского, В. С. Мишле, В. В. Орлова тата ыттисем.
  • Сарӑту консерваторийӗн концертпа ҫутӗҫ пурнӑҫӗнче яланах тематика концерчӗсем пысӑк вырӑн йышӑннӑ, ҫӗннине вӗренес тӗлӗшпе вӗсем яланах питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Факультетсем

тӳрлет
  • Фортепиано
  • Оркестр
  • Вокалпа дирижер
  • Историпе теори
  • Музыка училищи
  • Театр институчӗ
  • Ӑслӑлӑхпа педагогика кадрӗсене хатӗрлекен тата хушма професси пӗлӗвӗ паракан факультет

Кафедрӑсем

тӳрлет

Фортепиано факультечӗн кафедрисем:

  • ятарлӑ фортепиано
  • камера ансамблӗпе концертмейстера вӗрентессин
  • фортепиано

Оркестр факультечӗн кафедрисем:

  • оркестрти хӗлӗхлӗ инструментсен
  • оркестрти вӗрсе каламалли тата ҫапса каламалли инструментсен
  • халӑх инструменчӗсен

Вокалпа дирижер факультечӗн кафедрисем:

  • академилле юрлани
  • дирижировка тума вӗрентесси
  • халӑх юрри-кӗввипе этно музыкӑн пӗлӗвӗ

Историпе теори факультечӗн кафедрисем:

  • музыка историйӗн
  • музыкӑпа композици теорийӗн
  • юрӑ ӳнерӗпе музыка педагогикин историйӗпе теорийӗ
  • гуманитари дисциплинисен

СПО факультечӗн предметпа ярӑм комиссийӗсем (ПЦК):

  • Гуманитари дисциплинисен ПЦК
  • Халӑх оркестрӗн инструменчӗсен ПЦК
  • Музыкӑпа теори дисциплинисен ПЦК
  • Пӗтӗмӗшле фортепиано ПЦК
  • Оркестрӑн вӗрсе каламалли тата ҫапса каламалли инструментсен ПЦК
  • Оркестрӑн хӗлӗхлӗ инструментсен ПЦК
  • Ятарлӑ фортепиано ПЦК
  • Вокал ӳнерӗпе халӑх юррине уйрӑм юрланин ПЦК
  • Хор дирижированийӗ

Театр институчӗн кафедрисем:

  • актёр ӑсталӑхӗн
  • ятарлӑ дисциплинӑсен

2010 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче театр факультетне Л. В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторин театр институтне реорганизациленӗ.

Пайӑр ҫынсем

тӳрлет

Директорсемпе ректорсем

тӳрлет

Сарӑту консерваторийӗн хӑш-пӗр вӗрентекенӗсем

тӳрлет

Консерваторирен вӗренсе тухнисем

тӳрлет

Асӑрхаттарусем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Саратовская государственная консерватория им. Л. В. Собинова: 1912-2012: энциклопедия / ред. Краснова О.Б.. — Саратов : издательство ИП Везметинова, 2012. — 444 с.
  • Ученье - свет (Кем быть, или Образование в Саратовской области) / авторский коллектив. — Саратов : Приволжское книжное издательство, 2006. — 288 с.

Каҫӑсем

тӳрлет