Любомир Левчев

Любомир Левчев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Любомир Спиридонов Левчев (пăлх. Любомир Спиридонов Левчев; 27.4.1935, Троян — 25.9.2019, çавăнтах) — пăлхар сăвăçи, прозăçи. Европăри ӳнер, ăслăх тата культура академин (Парис, Франци) чăн пайташĕ. Тĕнчери чылай чыслава тивĕçнĕ.

Любомир Левчев
Любомир Левчев
Çуралнă чухнехи ят: Любомир Левчев
Çуралнă вăхăт: 1935, ака, 27
Çуралнă вырăн: Троян
Вилнĕ вăхăт: 2019, авăн, 25
Вилнĕ вырăн: Троян
Гражданлăх: Пăлхари Пăлхари
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, прозăç
Ĕçсен чĕлхи: полхар
Чыславсем:

Биографи

тӳрлет

1935 çулта Троян хулара çуралнă. Ирех сăвă шăрçалама тытăннă. Пĕрремĕш кĕнеки — «Звездите са мои» («Манăн çăлтăрсем») 1957 çулта пичетленнĕ. София университечĕн философи-истори факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.

1961—1971 çулсенче «Литературен фронт» хаçатăн редакторĕ, тĕп редакторĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

1975 — 1979 çулсенче Пăлхари Халăх Республикин культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ. Каярах (1979—1989) — Пăлхар çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ.

1991 çултанпа — кăларăвăш килĕн тата «Орфей» тĕнчери журналăн тĕп редакторĕ тата харпăрçи.

Поэт çитмĕл çул тултарнă тĕле Левчев хайланисем 7 томпа тухнă.

Çемье

тӳрлет

Чыслани

тӳрлет
Тĕнчери
  • Франци академин ылтăн медалĕ (поэзи) тата Поэзи рыцăрĕ (1985);
  • Венесуэла çыравçисен ассоциацин медалĕ (1985);
  • «Мате Залки» парни (1986)
  • «Борис Полевой» парни — РСФСР (1986);
  • Пушкин ячĕллĕ институтăн Мăн чыславĕ (1989);
  • Сорбона Мăн чыславĕ (1989);
  • «Фернандо Риело» (1993).
  • Ылтăн Кăшăл (2010)
Пăлхарире
Ютçĕр

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет