Открыть главное меню

Лукин Аркадий Васильевич (1934 çулхи пуш, 17, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Лутра Пакăш ялĕ1995, çу, 5, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ[1].

Аркадий Лукин
Çуралнă вăхăт: 1934, пуш, 17
Çуралнă вырăн: Лутра Пакăш ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1995, çу, 5
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Гражданлăх: СССРFlag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Russia.svg РФ
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи, тăлмач
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Парнесем: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ 1988, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994)

1963 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçчеңĕ 1988, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994)[2].

ПурнăçĕТӳрлет

Советски вăтам шкулĕнче, Комсомолăн тĕп шкулĕнче, Мускавра Литературăн аслă курсĕнче пĕлӳ пухнă. «Çамрăк коммунист» хаçат редакцийĕнче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, Çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче, радиокомитетра, «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ.

1995 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

ПултарулăхĕТӳрлет

Ытти халăх сăвăçисен сăввисене чăвашла чылай куçарнă. 15 таран кĕнеке тухнă:

  • «Чĕре хĕлхемĕ» (1960);
  • «Çĕнĕ уйăх» (1963);
  • «Тул çути» (1967);
  • «Тивлет» (1978);
  • «Эпĕ пулсан» ();
  • «Çĕр тĕнĕлĕ»;
  • «Çунатсăр-и эпир?» (1987);

Вырăсла «Волшебный мост» (Асамлă кĕпер, 1974), «Воздух» (Сывлăш, 1983) кĕнекесем тухнă.

Ун сăввисемпе композиторсем юрă кĕвеленĕ.

ВуламаллиТӳрлет

  • Александров, В. Халĕ те асăмрах / В. Александров // Хыпар. – 1999. – 30 пуш.
  • Аркадий Лукин // Ялав. – 1995. – № 6. – С. 127.
  • Eмельянов, А. Маншăн вăл халь те чĕп–чĕрĕ / А. Eмельянов // Ялав. – 1998. – № 5. – С. 86–89.
  • Маяксем, Л. “Çĕр çинче тăвăр–им пире? “ /Л. Маяксем // Хыпар. – 1999. – 22 ака.
  • Сементер, Ю. Кăмăл парни / Юрий Сементер // Лукин А. Сăвăсемпе поэмăсем. – Шупашкар, 1984. – С. 5–12.
  • Сементер, Ю. Чĕлхи сăнарлă, илемлĕ / Юрий Сементер // Çĕнтерÿ çулĕ (Вăрнар р–нĕ). – 1994. – 29 пуш.
  • Сементер, Ю. Ялан халăхпа / Юрий Сементер // Еç ялавĕ (Eтĕрне р–нĕ). – 1994. – 15 пуш.
  • Терентьев, Г. Чĕререн кăлармăпăр ăна / Г.Терентьев // Каçал ен (Комсомольски р–нĕ). – 1999. – 16 пуш.
  • Явкай, А. Тапса тăракан талант /А. Явкай // Çĕнтерÿ çулĕ (Вăрнар р–нĕ). – 1994. – 17 пуш.

АсăрхавсемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет