Логоре́я (ав.гр. λόγος — «сăмах» тата ῥέω — «юхатăп») — калаçни патологиллĕ симптомĕ, нумай сăмахлани, чарăнмасăр калаçни тата темпне хăвăртлатни[1].

Вăйланса пыракан шалкăм, сенсăрлă афази (парафазисемпе пĕрле хутăш), маньяк синдромĕ, шизофрени чухне асăрханă[1]. Çак симптома ăнлантарнă чухне «полифази», «сăмах тытманни» терминсемпе усă кураççĕ.

Тепĕр майлă каласан, логорея (е «сăмах юхтарни» — аналогипе диарея евĕр) — калаҫакан пушшӑн сăмахлани, пакăлтатни, вăрăммăн тăнсăр калаçни.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 В. М. Блейхер, И. В. Крук Логорея // Толковый словарь психиатрических терминов. — МОДЭК, 1995. — ISBN 5-87224-067-8

Литература

тӳрлет