Листа материалĕ

Листа материалĕ — çӳхе лапчăк татăксем листасем евĕр хормăланă материала палартакан термин; Листа/сене е рулонсене çавăрса сутасçĕ. Термина ботаникăран илнĕ[1].

Пирчев е пиçĕ листа материалне çаплах пластина теççĕ.

Тирпелени

тӳрлет

Листа материалне тирпелемелли технологисем шутне виçсе касса илмелли технологи (выр. раскрой), рельефа тата формăна улăштармалли технологи (штамповка, вальцовка, хĕсни, чеканка) кĕрет.

Усă курни

тӳрлет

Металлран туман листа материалĕсене, металлран тунисене пекех, конструкцисене пуçтарма, çаплах хушша хумашкăн е изоляцилеме усă кураççĕ [2].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Е. М. Верещагин. Лингвострановедческая теория слова. Москва, «Русский язык» 1980. С. 180.
  2. ^ Е. И. Семёнов. Ковка и штамповка. Т.1. {{{1}}} м: Машиностроение, 1985. С. 62.