Леонтьев Александр Емельянович

Леонтьев Александр Емельянович- Раççей Федераципе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

1949-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Начар Упи ялĕнче çуралнă. 1973-мĕш çулта Хусанти медицина институтне пĕтернĕ. Патăръел районĕн тĕп больницинче врач-педиатор (1974-1977), тĕп врач çумĕ (1977-1980), тĕп врач (1980-1983) пулса ĕçленĕ.

  • Хусанти медицина институтĕнче клиника ординатури пĕтернĕ (1983-1985);
  • Шупашкарти 2-мĕш ача поликлиникин тĕп врачĕ (1985-1988);
  • Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн медсанчачĕн тĕп врачĕ (1989-1998).
  • Шупашкарти 4-мĕш хула больницин тĕп врачĕ - (1998-2007);
  • Шупашкарти Калинин районĕн администраци пуçлăхĕ - (2007-2008);
  • Шупашкарти 2-мĕш ача больницин тĕп врачĕ (2008-мĕш çултан).

Нумай хут Чăваш Патшалăх Канашĕн, район тата хула канашĕсен депутатне суйланă.

Чысĕсем

тӳрлет
  • Раççей Федераци тава тивĕçлĕ врачĕ (2005);
  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ;
  • Здравоохранении отличникĕ.

Каçăсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Михайлов, М. Çемьипех сывлăх сыхлавĕнче / М. Михайлов // Хыпар. – 2005. – 19 çурла.
  • Леонтьев Александр Емельянович // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 127.
  • Светлой памяти Леонтьева Александра Емельяновича // Совет. Чувашия. – 2009. – 27 янв. – С. 4