Ланге Фриц Фрицович
Фриц Фрицович Ланге – (16.12.1899 - 25.07.1987) физик, изотопсене центрифугăпа уйăрас меслете шутласа кăларнă.[1] [2]. Берлинта çуралнă. 1918—1924 çулсенче Фрейбург, Киль тата Берлин университечĕсенче вереннĕ.
Ланге Фриц Фрицович | |
Fritz Lange | |
Çуралнă вăхăт: | 16 раштав 1899 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Берлин |
Вилнĕ вăхăт: | 25 утă 1987 |
Вилнĕ вырăн: | Берлин |
Патшалăх: | |
Альма-матер: | Берлин университечĕ (1924) |
Паллă: | физик, изотопсене центрифугăпа уйăрас меслете шутласа кăларнă |
1933-мĕш çулта Германире нацистсем власть илсен антифашист пулнă май эмиграцине тухса кайма тивнĕ. Малтан Англие, каярах, 1935-мĕш çулта, Лейпунский А.И. чĕннипе Совет Союзне, Харьковри Украина физика-техника институтне ĕçлеме куçса килнĕ. Ланге ССРСа куçса килне нимĕç антифашисчĕсен перремеш ушкăненче пулнă, ун совет докуменчĕсем çине И. В. Сталин хăй ала пуснă. Çак документсем ăна репресисенчен хăтăлма пулăшма пултарнă [3].
Харьковра Ланге ССРС Ăслăхсен академин системине кĕрекен лаборатори уçнă, çав вăхăтра УФТИ Наркомтяжпром системинче пулнă.
1936-мĕш çулта Ланге Совет гражданствине илме хут çырать, 9.2.1937 ун ыйтуне тивĕçтереççĕ.
1940-мĕш çулта Лангене диссертаци сыхламасăрах физика-математика ăслахсен доктор ятне параççĕ. Вăрçă пуçлансан ăна Ĕпхӳ хулине куçараççĕ. Унта Ф.Ланге Кĕйӳ физика-математика институтĕнче ĕçлеме тытăнать.
1942-мĕш çулхи авăнăн 28-мĕшĕнче ГКО № 2352сс Хушăвĕ "Уранпа ĕç ĕркелесси çинчен" тухать. Çак хутпа Ф.Лангене уран пуянлатма центрифуга тума хушаççĕ. [4]. Центрифуга тăвас ĕçе Укранина ĂА президенчĕ А. А. Богомолец академик сăнаса тăнă. Маларах пуянлатакан хатĕре Хусанти Çурлапа Мăлатук тума хушнă пулнă, анчах ĕçе туман. Ку ĕçпе Ĕпхӳри 26-мĕш завод та апаланнă, анчах йывăрлахсем нумай пулнă. И. В. Курчатов ун çинчен ССРС ХКК председателĕн çумне М. Г. Первухина «О задержках в изготовлении центрифуги и в обеспечении Лаборатории № 2 от 13 апреля 1943 года» çыру çырнă.
1943-мĕш çултан Ланге Свердловскри Урал физика-техника институчĕнче ĕçлет.
1945-мĕш çултан Мускавра Курчатов ертсе пыракан ССРС ĂА 2-мĕш лабораторинче ĕслет. 17.12.1945 Мускавра ССРС ĂА 4-мĕш лабораторине туса хураççĕ, пуçлăхĕ - Ланге Ф. Лабораторин тĕп ĕçĕ - газ центрифугисене усă курса магнитла урана пуянлатнине ĕçе кĕртмелле.
1951-1952-мĕш çулсенче Днепропетровск хулинче ĕçленĕ, кайран каллех Мускавра.
1959-мĕш çулта Берлина тавраннă, унти биофизика институчĕнче физика лабораторине ертсе пыма тытăннă. Каярах Ф.Ланге биофизика институчен директорĕ пулнă. Ф.Ф.Ланге Сталин вăхăтĕнче ССРСта ĕçлене ăçчахсем хушшинче реперсине лекмен пĕртен пĕр çын пулнă.[3]
ССРса киличченех Ланге Ф.Ф. атом тĕшшине çиçĕмпе аркатма хăтланнипе тата хăвăртлатакан техника шутласа кăларнипе усă курнипе палăрнă. Харьковра Ланге нейтронсемпе рентген шевлисен çăлкуçĕ пулнă пысăк вольтлă разряд пăрăхĕсем тунă. Вăл 5 миллион вольтлă генератор тума пултарнă - çăв вăхăтра чи пысăккки.
Харьковра Ланге лабораторинче ĕçленĕ В. С. Шпинель атом бомбине шутласа кăларна автор свидетельсттвине илнĕ.
Ланге уран изотопĕсене уйăрассине тĕпчесе центрифугăпа пуянлатас меслет шутласа кăларнă. Вăл вăрçă вăхăтĕнче Ĕпхӳре, кайран Мускаври 4-мĕш лабораторинче ультрацентрифугăсемпе опытсем ирттернĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Kahrig, E., Erpenbeck, J.: Das Trennverfahren nach F. L. Berlin 1974
- F. L. In: Pasternak, L. (Hrsg.): Wissenschaftler im biomedizin. Forschungszentrum: Berlin-Buch 1930 - 2004. Frankfurt (Main) 2004.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Lange, Fritz 16.12.1899 - 25.7.1987 Physiker, Präsident der Biophysikalischen Gesellschaft ним. {{{1}}}
- ^ Виталий Насонов БЛАГОРОДНОЕ ИСКУССТВО - ПОРТИТЬ ОТНОШЕНИЯ С НАЧАЛЬСТВОМ. К столетию со дня рождения Фрица Ланге - немецкого ученого, работавшего над созданием советской атомной бомбы. Независимая Газета # 06 (42) 20 июня 2001
- ^ 1 тата 2 Юрий Ранюк «ДЕЛО УФТИ» Ланге, Фриц Фрицович (16.12.1899 — 25.7.1987)
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносок2352cc
не указан текст