Лагуна тӗтрелӗхӗ
Лагуна тӗтрелӗхӗ (акăл. Messier 8, NGC 6523, M 8, выр. Мессье 8) — Ухӑҫӑ ҫӑлтӑрлӑхӗнчи ҫӑлтӑрсен хушшинчи калӑпӑшлӑ пӗлӗт тата H II область.
Лагуна тӗтрелӗхӗ | |
---|---|
Каталогри код | M 8, NGC 6523, RCW 146, LBN 006.06-01.23, LBN 25, SH 2-25, CTB 46, Kes 58, LMH 11, OCISM 1 и [L89b] 5.973-01.178 |
Уҫакан е шутласа кӑларакан | Джованни Баттиста Годиерна[d][1] и Лежантиль, Жозеф-Батист[d] |
Уҫнӑ вӑхӑт | 1654[1] |
Ҫӑлтӑрлӑх | Ухӑҫӑ |
Ҫӗр чӑмӑрӗнчен вырнаҫнӑ | 4100 световой год[2] |
Радиаллӑ хӑвӑртлӑх | 3,8 km/s[3] |
Ҫӑлтӑрӑн курӑмлӑ виҫи | 6[1] |
Самана | J2000.0[d] |
Тӳррӗн хӑпарни | 18ч 03м 37с[3] |
Склонени | −24° 23′ 10″[3] |
Медиафайлы на Викиампар |
Тӗтрелӗхе уҫнин историйӗ
тӳрлет1654 ҫулчен Джованни Годиерна уҫнӑ.
Кӑсӑклӑ уйрӑмлӑхсем
тӳрлет5200 ҫутӑ ҫулӗ инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ Лагуна тӗтрелӗхӗ Ҫурҫӗр ҫурчӑмӑрӗн вӑтам анлӑхӗсенче ахаль куҫпа палӑрса тӑракан ҫӑлтӑрсен икӗ тӗтрелӗхӗнрен пӗри.
Бинокльпе пӑхсан, Лагуна шупка ҫӑлтӑр чечекӗ евӗр курӑнакан пӗлӗт евӗрлӗ пӑнчӑ пек курӑнать. Тӗтрелӗх ҫинче ҫӑлтӑрсен пысӑках мар палӑракан каплам пур, ҫакӑ Лагунӑна ҫуллахи ҫӗрлехи тӳпен паллӑ вырӑнӗсенчен пӗри пек тӑвать.
Лагун тӗтрелӗхӗ тӳпере 90' х 40' пысӑкӑш облаҫе йышӑнать, ун патне ҫитме 5200 ҫутӑ ҫулӗ кирлине шута илсен унӑн чӑн пысӑкӑшӗ 60 х 140 ҫутӑ ҫулӗ пулнине кӑтартса парать. Тӗтрелӗхра глобулсем, протозвёзд материалӗн тӗксӗм, хупӑнакан пӗлӗтсем те пур, вӗсенчен чи паллӑраххисене В 88, B 89 тата B 296 номерсемпе Э. Э. Барнард каталога кӗртнӗ.
Сӑнавсем
тӳрлетҪулла ял е ту тӳпинчи ҫак тӗксӗм ҫутӑ диффузлӑ тӗтрелӗхе ахаль куҫпа та сӑнама пулать. Бинокльпе е пысӑках мар телескоппа пӑхсан вӑл хӑйӗнчен аяккинчи ҫӑлтӑрсен капламӗллӗ уҫӑмсӑр формӑллӑ ҫутӑ пӗлӗт пек уҫҫӑн палӑрса тӑрать. Апертура тӗлӗшӗнчен пысӑкрах телескоппа (120—150 мм диаметрлипе) «дипскай»-фильтрсемпе (UHC, UHC-S тата вӗсен евӗрлисемпе) усӑ курсан газ сарӑлни тӗтрелӗхре хӑйӗн йӗркине пӑхӑнни курӑнать, тусанлӑ тӗтрелӗхӗн тӗксӗм мӗлки ҫуттине икӗ пая уйӑрнине сӑнама май пур. Тӳррипе каласан, тӗтрелӗх ятне ҫак тӗттӗм палӑрӑма пула панӑ та ӗнтӗ: типҫӗр таврашӗнчи вӑл тӗттӗм тинӗс кӳлмекӗ (ҫутӑ тӗтрелӗх) пек курӑнать, ҫыран хӗрринче хула ҫутисем (каплам ҫӑлтӑрӗсем) курӑнаҫҫӗ. Пысӑкрах апертурӑлӑ телескоппа усӑ курсан (паллах, ытларах пысӑклатсан) тӗтрелӗх пайӗсем тата та аванрах курӑнма пуҫлаҫҫӗ, тӗслӗхрен, тӗтрелӗх варринче хӑйӑр сехечӗ евӗр ҫутӑ газӑн уйрӑмах ҫутӑ тӗввине асӑрхама май пур.
М 8 сӑнанӑ май ӑна лайӑхрах курас тесен уйӑх ҫутатман каҫсенче хунарсем ҫутатман вырӑнтан аякри вырӑнта сӑнамалла. Анчах кун пек чухне те этем куҫӗ ытти фотопухакан япаласем пек нумай вӑхӑт хушши ҫутӑ пухма пултараймасть, унсӑр пуҫне каҫ ӗнтрӗкӗнче хӗрлӗ тӗсе (M 8 тӗпрен илсен ҫак тӗспе ҫутатать) туйми пулса тӑрать. Тӗтрелӗх контрастлӑ мар кӑвак пӗлӗт евӗр курӑнӗ, унӑн пайӗсене уйӑрса илмешкӗн нумайччен пӑхса тӑма тивӗ.
Сӑнавҫӑсене уйрӑмах хула ҫутисенчен инҫе вырнаҫнӑ вырӑнта тӑни, куҫ ҫутатнине хӑнӑхни, «дипскай»-фильтрсемпе тата анлӑ кӗтеслӗ окулярсемпе усӑ курни пулӑшма пултарӗҫ.
Асăрхавсем
тӳрлетКаҫӑсем
тӳрлет- «Ҫӗнӗ пӗрлехи каталогри» Акӑлчанла тата хрантсусла информаци
- VizieR(акăлч.)
- NASA/IPAC Extragalactic Database(акăлч.)
- [http://adsabs.harvard.edu/cgi-bin/basic_connect?qsearch=%22NGC+6523%22&version=1 NGC пирки ҫырнӑ публикацисем списокӗ