Кӑнар (юханшыв)
Кӑнар — Ункӑ юханшывӗн сулахай юппи. Шупашкарпа Ҫӗрпӳ районӗсен ҫӗрӗпе юхать.
Тавралӑх
тӳрлетҪӑлкуҫӗ Шоркка ялӗнчен кӑнтӑралла выртакан вӑрманта вырнаҫнӑ. Малтикасси патӗнче Ункӑна юхса кӗрет. Юханшыв тӑршшӗ 13,8 ҫухрӑм. Бассейн лаптӑкӗ — 51,6 км².
Юханшывӑн пурӗ 4 юппи пур, вӗсенчен пӗри Колешша ятлӑ.
Юханшывпа усӑ курни
тӳрлетЫрашпулӑхпа Мӑн Марка ялӗсен ҫывӑхӗнче Кӑнар шывне пӗвеленӗ.