Кушак хӳри (улăх тимофеевки, улăх йĕккенĕ) (Phleum pratense)[1], пĕтĕм Европăпа сарăлнă курăк.
Çӳллĕшĕ 50–150 см таран, çулçисен тăршшĕ 45 см таран, сарлакăшĕ 1 см. Чечек сыпакки 7–15 см тăршшĕ, 8–10 мм диаметрлă. Пĕчĕк чечекĕсем питĕ тачă вырнаçнă.
Тимофеевкă ячĕ 18 ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Çĕнĕ Англинчен кăнтăрарах штатсенче çак курăка ĕрчетме тытăннă Timothy Hanson фермерпа çыхăнма пултарнă .[2][3]