Кушак (кăк)
(Кушаксем (йӑх) ҫинчен куҫарнӑ)
Кушаксем | ||||
---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||
|
||||
Латинла çырни | ||||
Felis |
Кушаксем (лат. Felis) — кушак йышшисен тискер текĕрĕн чӗрчунсен йӑхӗ. Кивелнӗ систематикасенче вӗсен шутне пур пӗчӗк кушаксен пайташӗсене те кӗртнӗ, анчах хальхи классификацире тӳррен кушаксен шутне Евразире тата Африкара пурӑнакан хӑшпӗр пӗчӗк тӗссем ҫех кӗреҫҫӗ, вӗсенчен чи палли вӑрман кушакӗнчен пулса тухнӑ кил кушакӗ пулать.
Кушаксен йӑхне кӗрекен тӗссем:
- Felis bieti — китай кушакӗ
- Felis chaus — хӑмӑш кушакӗ
- Felis margarita — бархан кушакӗ
- Felis nigripes — хура ураллӑ кушак
- Felis silvestris — вӑрман кушакӗ (кӗҫӗн тӗссене Felis silvestris catus — кил кушакӗ, Felis silvestris lybica — ҫеҫенхир кушакӗ, вӗсене хальхи хӑшпӗр ӑсчахсем тӗссем теҫҫӗ).
- † Felis attica
Вуламалли
тӳрлет- Driscoll C. A., Menotti-Raymond M., Roca A. L., Hupe K., Johnson W. E., Geffen E., Harley E. H., Delibes M., Pontier D., Kitchener A. C., Yamaguchi N., O’brien S. J., Macdonald D. W. The Near Eastern origin of cat domestication // Science. — 2007. — Т. 317(5837). — С. 519—523.
- D. E. Wilson und D. M. Reeder: Mammal Species of the World. Johns Hopkins University Press, 2005. ISBN 0-8018-8221-4