Курышов Анатолий Николаевич

Анатолий Николаевич Курышов (1931 ç., Тюхминево ялĕ, Пенза облаçĕ, РСФСР, ССРП çур.) — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине (1941 – 1945 ç.) хутшăннăскер, Сталинград çапăçăвĕ тапхăрĕнче Павлов çуртне хӳтĕленĕ салтаксенчен халĕ пурăнакан фронтовик.

Толик Курышов

Биографи

тӳрлет

Анатоий Курышев 1931 çулта Пенза облаçĕнчи Тюхминево ялĕнче çуралнă.

Сталинграда каникула

тӳрлет

Пиллĕк класс хыççăн çулла «çапкаланса ан çӳретĕр» тесе, Толика иртекен пуйăс çине лартса аккăшĕ патне Сталинграда каникула ирттерме ăсатнă. Колхозра вăй хурса тăрăшнă амăшĕ, фронтри лару-тăру пирки нимĕн те чухламан.

Тольăн Атăл çыранĕнче хĕвел айĕнче ăшăнса выртасси пулайман. Сталинград вăрçă хули пулса тăнă. Çурлан 20-мĕшĕнче хула çине пĕрремĕш бомбăсем ӳкнĕ те çурт-йĕр вут-шара айне пулнă. Килти апăр-тăпăра йăтса Атăл лешьенне каçас тĕллевпе çыран хĕрне чупса çитнĕ халăх хушшинче Толик те пулнă. Ăнчах та арçын ача, Кĕтерне аккăшĕн килйышĕ патне хулана таврăннă. Çурт вырăнĕнче ишĕлчĕксем çуннă. Тӳперен вилĕм тоннă-тоннипех пуç çине ӳкнĕ. Атăл урлă каçă ишĕлсе аннă.

Анатолий армана чупса çитнĕ — унта Гриша куккăшĕн нумай ачи-пăчи тата 10 çулти Андрей пытанса ларнă. Пиллĕк талăк пытанса пурăннă, фрицсем çынсене урама хăваланине, аманнă хĕрлĕ çарçăсене вĕлернине сăнанă. Григорий, юлнă апат-çимĕçе пайланă та çыран хĕрне тарма сĕннĕ. Андрейпе Толик, хырăм выçă та типĕ пулсан та, хӳтлĕхре тухма килĕшмен. Гриша кукка, арăмĕ тата виçĕ ача юханшыв патнелле ыткăннă. Темиçе минутран вĕсене нимĕç пулемёчĕ ураран ӳкернĕ, артиллери кононадине пула вĕсем қăшқарни те илтĕнмен. Çăлăнса юлнă ачасем тепĕр виçĕ талăк чĕтресе ларнă. Шурăмпуç килсен Андрей выçлăха чăтаймасăр чупса тухнă — ăна пĕрре персех вĕлернĕ. Толик арманта пĕчченех юлнă, çĕрле фундамент çумĕнчи вĕлтĕрене çинĕ.

Фашистсем хулана хупăрласа кĕни сакăр кун çитсен вăйран кайнă ача метр хыççăн метр çуртсен ишĕлчĕкĕсем хушшипе совет çыннисене тĕллевпе хырăмпа шунă. Сасартăк ăна такам алли ĕнсе патĕнчен ярса илнĕ те çурт сакайне туртса кĕртнĕ. Çĕр айĕнче Толик: «Сана мĕн, пурнăç йăлăхтарчĕ-и? кунта таврара нимĕçсем! Эп Захарыч мучи. Шăп лар» тенĕ сасăна илтнĕ. Ирхине ват çын ача мăйĕнчи пионер галстукне асăрханă та ăна мусора пăрахма хушнă. Кунтах икĕ арçын ача, аякри кĕтесре аманнă хĕрлĕ çарçăна асăрханă. Çапла Анатолий çĕршыв историне яланлăхах кĕрсе юлнă адреса — кăрлачăн 9-мĕшĕ лапамĕ, 61-мĕш №-лĕ çурт — килсе кĕнĕ.

Кĕçех фрицсем килсе кĕнĕ. Телее пула, аманнă çарçă унченех хамăрăн позицисем еннелле кайнă. Ачасемпе ват çынна тĕкĕнмен. Уйăх вĕçĕнче пирĕн тăватă салтак килсе кĕнĕ. Асли палăртнă: «Павлов сержант. Разведотделени... Эсир кунта шăппăн ларăр, пирĕн ĕçлемелле».

«Ĕçе» тепĕртакран туса пĕтернĕ. Анатолий Николаевич астунипе, çӳлте гранатăсем сирпĕннĕ, автоматсем хăтлаттарнă, нимĕçсем кăшкăрса тăваттăмĕш этажри чӳречесенчен юхса аннă. Çапах та фрицсем çак объекта çухатнипе килĕшмесĕр пĕр чарăнми пеме тытăннă. Авăнăн 27-мĕшĕнче пуçласа официаллă 58 талăка пынă Павлов çуртне хӳтĕленин тапхăрĕ шутланать. Чӳк уйăхĕ вĕçленичченех паттăр салтаксем тата вĕсен кĕçĕн юнташĕ йĕп-хура тамăкра çапăçнă.

Яков Павлов сержант ярса илнĕ çурта тӳрех «хăрама пĕлмен çынсен карманĕ» туса хурать. Çак бастиона çыравçăсем «сталинградри пирĕн хӳтĕлевĕн пĕрремĕш каси умĕнчи хумçуракан» тесе ят панă. Историри пĕр официаллă статистика мĕне тăрать: кăрлачăн 9-мĕшĕ лапамне штурмланă чухнехипе танлаштарсан пĕтĕм Францие ярса илнĕ чухне фашистсем чĕрĕ вăя темиçе теçетке хут сахалтарах çухатнă.

Командир арçын ачана суранланнă Калинин санинструктора тупса, ăна полк штабне çитсе Елин полковникран хăвăртрах пулăшу ыйтма тапăч пама хушнă. Анчах та полк тӳрех пулăшу ярса парайман, унчен «павловсен» виçĕ талăк хушши пĕр канăçсăр çапăçма тивнĕ.

Пĕрмаях позицисем çине патрон-граната илсе пыракан ачана сержант хĕрхеннĕ. Çапах та Якку Толика теветкеллĕ ĕç — путвалри чӳречерен тухса çывăхри çурт патне çитсе лару-тăрăва сăнама — хушать.

Канализаци люкĕпе Анатолий подъезда çитнĕ. Пĕрремĕш этажри пĕр хваттерте ача сĕтел çинче нимĕç хучĕсене асăрханă. «Çапăçу лăплансан ӳкерчĕк тума юрать» тесе Толик хутсене ярса илнĕ. Çĕрле Толика тыла ăсатас шухăшпа командир нимĕç докуменчĕсемпе, разведчиксемпе пĕрле штаба ăсатнă. Хутсенче нимĕçсем Сталинградăн пĕр районне ярса илес план пулнă. Полк командирĕ Елин полковник фронт лешьенне çитересшĕн калаçнă. Çакна илнĕ çамрăк разведчик, штабран тарнă та шурăмпуç киличчен карман-çурта таврăннă.

Павлов ушкăнĕн вăйĕсем юпа уйăхĕн варринелле пĕтсех пынă. Пулăшăва кĕтмен те. Профиль енчи хӳме йăтăнса аннипе пирĕн позицисем уçăлса кайнă. Халран кайнă суранлă салтаксем çапăçу лăплансан фундамент айĕпе çĕр чавса юнашар подъезда куçса позицисем тăвасшăн пулнă. Анчах та шăтăкĕ питĕ хĕсĕк пулнă. Кунта каллех пионер Курышов пулăшать. Анатолий тăвăр тоннельпе кĕрсе кайнă та пилĕк таран сивĕ шывра тăрса сапёр кĕреçипе çăлăнăç хăвăлне аслăлатнă.

Чĕрĕ юлнă çарçăсем Толик маттурлăхне пула çĕнĕ позицисене куçнă та юнлă çапăçăва малалла тăснă. Паттăр ĕçне тунă Анатолий Курышов шăнса пăсăлнă, вĕрĕлсе кайнă. Эмел-микстура пулман.

Температура хăпарса кайнă, пыр шыçса кайнă пулсан та Толик çапăçуран тухман. Сталинград çăпăçăвĕн пĕр кунĕнче Анатолин юнашар подъезда çитмелле пулнă. Сирпĕнӳ хумĕпе утса пенĕ ача тăн çухатнă.

Мĕнпур перекен хĕçпăшал хатĕрĕ пенипе 11 çулти ачана хӳтлĕхе туртса кĕнĕ. Ванчăк пионер пуçне амантнă, хăлхине каснă, пуç мимине кисрентернипе пит çинчи мышцăсем хытса ларнă. Салтаксем, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, Толика фронтри лазарет палаткине илсе çитернĕ...

Киле таврăнни

тӳрлет

Кайран санитари пуйăсĕнче Анатолие Пензăна илсе çитернĕ. Толик амăшĕ, Елизавета Никитична, Кузнецк чукун çул станцинче Сталинград енчен килекен пур пуйăса кĕтнĕ, ывăлне шыранă. 1942 çул вĕçĕнче кăна хăйĕн ывăлне шыраса тупнă. Ватă офицер пуйăс çинчен аманнă арçын ачана хăварма ирĕк панă...

Килте сипленсе çамрăк çарçăн организмĕ вăя кĕрсе пынă. Çапах та пур те аванах пулман, Анатолий астăвăмне çухтнă. 1946 çулхи хĕлле қăна, темиçе кун шар курнă шока пула амнези иртме пуçланă.

Вăрçă хыççăн

тӳрлет

Тӳре-шара эсреллĕхĕ

тӳрлет

Граждансен инициативи

тӳрлет

Публикацисем хыççăн çынсем «саккун тулашĕнчи» ветерана хаяр рак чирĕнчен сипленме пулашасшăн пулнă. Çаплах, Краснодар Енре пурнакан Надежда Герасимовна Иванова хăйĕн маçакĕ асăнăвĕсене каласа панă. Сталинград тамăкĕн юлашки кунĕсенче Павлов çуртĕнчен контузи çапнă ачана илсе тухнă та медиксен аллине панă. Вăрçă хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕ Яков Павлов асилнипе, çав çуртра унпа юнашар урăх ача пулман.

Инициативăна ют çĕршывра та тăснă. Тăнай Пăлхарĕн гражданинĕ Любомир Иванов, Русенри Ангел Кынчев ячĕллĕ университечĕн физикĕ раççей хаçачĕн форумĕн сайтĕнче çапла çырнă: «...Эпĕ хам çапла шутлатăп: РФ Президенчĕ тахçанах мĕн тумаллине тăватех. Нивуштă Кремль секретариатĕнче ĕçлекенсем МИХ-ри çавăн пек паллă материалсене пăхса тăмаççе-ши»?

Чыслани

тӳрлет

Асăнмалăх

тӳрлет

Театр ӳнерĕнче

тӳрлет
  • Виктория Лекомцева [1]. — Комсомольск-на-Амуре: Театральное общество КнАм, 2013.

„Павлов çуртĕнчи Толик“

тӳрлет

• Анатолий Курышова халалланă „Çĕнтерӳ сăн пичĕсем“ проекчĕн мероприятийĕ. 6-пуш-2023 ç., Пенза[1].

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет