Курак Иван Игнатьевич

Курак Иван Игнатьевич, Курак Иванĕ (чăн хушамат Кураков пулма кирлĕ, 1889, утă, 17, Чĕмпĕр кĕперни, Чăваш Хăлатки ялĕ1942, Туркменистан, Байрам-Али) — чăваш сăвăçи[1].

Иван Курак
Çуралнă чухнехи ят: Кураков Иван Игнатьевич
Çуралнă вăхăт: 1889, утă, 17
Çуралнă вырăн: Чăваш Хăлатки, Чĕмпĕр кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1942
Вилнĕ вырăн: Байран-Али, Туркменистан
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç
Жанр: сăвă
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Пурнăçĕ тӳрлет

1889 çулхи утă уйахĕн 17-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпернинчи Чăваш Хăлатки ялĕнче çуралнă.

Аçтăрханти ӳнер шкулĕнче вĕреннĕ, Пенза облаçĕн Çăрттанлă районĕнчи Итĕм-Кура шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ.

1942 çулта Туркменистанри Байрам-Алинче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Сăвă-калав çырнă. Унăн сăввисем Мускав, Самар, Шупашкар хулисенче тухса тăракан чăвашла хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ.

1925 çулта «Сăвăсем» ятлă кĕнеке тухнă (2021-мĕш çулта тепĕр хут репринт майĕпе тухнă).

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет