Купорос
Купоро́с (фр. couperose; сайрарах — витрио́л) — икĕ валентлă хăшпĕр металсен сульфачĕсен кристаллогидрачĕсен пĕтĕмĕшле ячĕ.
Индустрире, ял хуçалăхĕнче, медицинăра çакнашкал купороссем анлăн сарăлнă:
- ванадий купоросĕ (VSO4·7H2O);
- тимĕр купоросĕ (FeSO4·7H2O);
- кобальт купоросĕ (CoSO4·7H2O);
- пăхăр купоросĕ (CuSO4·5H2O);
- никель купоросĕ (NiSO4·7H2O);
- тăхлан купоросĕ (PbSO4);
- хром купоросĕ (CrSO4·7H2O);
- цинк купоросĕ (ZnSO4·7H2O);
- марганец купоросĕ (MnSO4·5H2O);
Çавăн пекех
тӳрлет- Купорос çăвĕ (кӳкĕрт йӳçекĕ).