Кульков Юрий Петрович

Кульков Юрий Петрович, — философи ăçлăлăхĕсен докторĕ, профессор. 1939 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă.

Кун-çулĕ тӳрлет

1946-1956 çулсенче Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта, 1956-1961 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн пĕр тапхăр Калайкассинчи, кайран Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ (1961-1970).

1970 çулта ăна Чăваш патшалăх университечĕн философи кафедрине ассистент пулса ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. 1972-1975 çулсенче Мускаври В.И. Ленин ячĕллĕ патшалах педагогика институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ, «Метолопогические вопросы формирования научного понятия (на примере понятия волновой функции в квантовой механике)» темăпа диссертаци хӳтĕлесе философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ. Çавăнтанпа Чăваш патшалах университетĕнчи философипе ăслăлăх методологийĕ кафедринче вăй хурать.

Ӗçĕсем тӳрлет

Юрий Кульков профессор 25 ăслăлăх ĕçĕ пичетленĕ, вăл шутра «Мировоззрение и естественнонаучное познание» монографи (1993) пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç шутланать.

Юрий Петрович тĕпчевĕсем философии, ăслăлăхăн тата кулътурăн пĕтĕмĕшле ыйтăвĕсемпе çыхăннă.

Пичетленнĕ ĕçсем тӳрлет

  • Влияние культуры на формирование естественнонаучного идеала // Философские проблемы естествознания. Киев: Изд-во КГУ. Вып. 56, 1984;
  • Мировоззрение и методологические проблемы науки. Новосибирск: Изд-во Новосибирского ун-та, 1988;
  • Функционирование мировоззрения и естественнонаучное познание // Философские проблемы современного естествознания. Киев. 1990;
  • Фундаментальное научное понятие — репрезант мировоззренческой информации. СПб: Изд-во СПб, 2000.