Куба уесĕ
Истори
тӳрлетКуба уесне 1840 çулта Каçпи облаçĕнче йĕркеленĕ. 1846 çулта Дербент кĕпернине, 1860 — Баку кĕпернине кĕртнĕ.
1918 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Баку Канашĕн çарĕсем Губа (Куба) хулана контроллеме тытăннă. Çурлан 3-мĕшĕнче — хулара Азербайджан Демократи Республики йышĕнче.
1920 çулта Куба уесĕ Азербайджан ССР пайĕ пулса тăнă.
1929 çулта пăрахăçланă.
Пурăнан халăх
тӳрлетБрокгаузпа Ефрон энциклопеди сăмахсарĕпе килĕшӳллĕ XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче уесре 175 пин çын пурăннă. Наци йышĕпе çакнашкал: татсем — 36,7%; тутарсем (азербайджансем) — 25,5%; кюринсем (лезгинсем) — 24%; еврейсем — 3,7%; джексем — 2.4%, будугсем — 1,5%, хиналугсем — 1,2%, крызсем — 1,1%, вырăссем — 1,1 %; эрмянсем — 1%[1]. 1897 çулта халăха çырнипе, уесре 183 242 çын, вĕсенчен Кубăра — 15 363 çын, пурăннă.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКуба, хула // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.