Круг Михаил Владимирович

Михаил Владимирович Круг (Воробьёв) (7.4.1962 — 1.7.2002, Тĕвер, РСФСР/РФ) — раççей юрăçи.

Биографи тӳрлет

Хăйĕн пĕрремĕш альбомне — «Тверские улицы» — «Тĕвер» студинче çырнă, каярахпа «Катя» иккĕмеш тата ятсăр виççĕмĕш альбомне çырнă.

1998 çулхи пушăн 27-мĕшĕнче «Вырăс шансонĕ» номинацире «Оваци» премине тивĕçнĕ.

1994 çулта хатĕрленĕ «Бард Михаил Круг» документалистика фильмне «Культура» каналĕнче 1999 çулта кăтартнă.

2000 çулта Константин Мурзенко режиссёрăн «Апрель» фильмĕнче криминал авторитечĕн рольне вылянă.

2002 çулхи çĕртмен 30-мĕшĕ/утăн 1-мĕшĕ каçĕнче Тĕверти хăйĕн кил-çуртĕнче персе пăрахнă.

Дискографи тӳрлет

  1. Владимирский централ
  2. Живая струна
  3. Жиган-лимон
  4. Жиганские песни
  5. Зеленый прокурор
  6. Лирика
  7. Лучшие песни
  8. МАДАМ
  9. Мышка
  10. Пацаны
  11. Перекресток
  12. После третьей ходки
  13. РОЗА

Каçăсем тӳрлет