Краснов Александр Дмитриевич
Александр Дмитриевич Краснов (1.11.1890, Чӳкçырми ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тăвай районĕ, Чăваш Ен) – 20.4.1952, ГУЛАГ) — пĕрлĕх ĕçченĕ, халăх сывлăхне сиплессине йĕркелекенĕ[1].
Шаблон:Карточка/Ят | |
Краснов Александр Дмитриевич | |
Çуралнă вăхăт: | 1890, чӳк, 1 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Чӳкçырми ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тăвай районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт: | 1952, ака, 20 |
Вилнĕ вырăн: | ГУЛАГ |
Гражданлăх: | СССР |
Биографи
тӳрлет1920 çулта Хусан университечĕн юридици факультетĕнче вĕренсе тухнă. 1928 çулта МПУ медицина факультечĕн дипломне тивĕçнĕ. 1935 çулта Ленинградри травматологи институчĕн аспирантуринче вĕренсе тухнă.
1906–1912 çулсенче – Хусан, Перĕм хулисенче тĕрлĕ вак ĕçсене туса çӳрет. 1912–17 çулсенче çарта хĕсметре тăрать, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать.
1917 çулхи утă утă уйăхĕнчен пуçласа – Хусанти чăваш çар комитечĕн председателĕ. 1918–20 çулсенче – Чăвашсен сулахай социализм комитечĕн председателĕн çумĕ, Хусан кĕпернин чăваш ĕçĕсен комиссарĕ, Хусан кĕпернинчи канашсен ĕçтăвкомĕн националлĕхсен уйрăмĕн ертӳçи, партин кĕперне комитечĕ çумĕнчи чăваш секцин бюровĕн председателĕ, РСФСР националлĕхсен ĕçесен халăх комиссариачĕ çумĕнчи чăваш уйрăмĕн çухăну пайĕн ертӳçи.
1920–32 çулсенче Чăваш автономи облаçĕнче яваплă ĕç вырăнĕсене йышăннă, çав шутра облаçри сывлăха сиплес уйрăмне (1920–21) тата социаллă пулăшу уйрăмне (1921–24) ертсе пынă. 1928 çултанпа – Чăваш АССР халăх сывлăхне сиплес халăх комиссариачĕн инструкторĕ пулса ĕçленĕ тата Сĕнтĕрвăрри район пульницине ертсе пынă.
1938 çулта аресленĕ, 8 çуллăха ирĕкрен хăтарса ĕçпе тӳрлетӳ лагерьне янă. Ирĕке кăларсан 1946 çултанпа Лодейное Поле, Старая Русса, Анапа, Богучары хуласенче, Воронеж облаçĕнче пурăннă. Акмола облаçĕн (Казах. ССР) пульницинче ĕçленĕ. 1951 çулта пуш уйăхĕнче каллех аресленĕ[2].
1952 çулта ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
1962 çулта ака уйăхĕнче реабилитациленĕ[3].