Корнелл Университечĕ
Корнелл университечĕ (акăл. Cornell University) — АПШ -н пысăк та паллă университетĕсенченов пĕри, элитăллă Плющ Лигине кĕрет.
Университета 1865 ç. Эзра Корнелл усламçă тата телеграф индустрине йĕркелесе яраканĕ, çаплах Эндрю Уайт, паллă ăслăхçă тата политик никĕсленĕ.
"Инженерлă Физика" (Engineering Physics) уйрăмах чапли шутланать. Унăн вĕренӳ программи АПШ-ра хăйĕн ĕретĕнче чи лайăххи, çавăн пекех университетра чи йывăрри пулать.