Корей пырĕ
Корей пырĕ — Корей çурутравĕпе Япун архипелагĕн Ики, Кюсю утравĕсем тата Хонсю утравĕн кăнтăр-анăç вĕçĕ хушшинче хумханакан тинĕс пырĕ. Корей пырĕ Япун тинĕсне Тухăç-Китай тинĕсĕпе çыхăнтарать. Тинĕс пырĕн вăрăммăшĕ — 324 çухрăм, чи пĕчĕк анлăшĕ — 180 çухрăм, фарватерти тарăн мар вырăнĕ — 73 м. Цусима утравĕ Корей пырне иккĕне пайлать: Тухăç тата Анăç тинĕс пыр пайĕсене.