Контрçапу

(Контрудар ҫинчен куҫарнӑ)

«Контрçапу» (выр. Контрудар) — вăрçă драма жанрĕпе 1985 çулта ӳнерленĕ совет илемлĕ фильмĕ. Режиссёр — Владимир Шевченко.

Контрçапу
Контрудар
Жанр вăрçă фильмĕ
драма
Режиссёр Владимир Шевченко
Сценари
авторĕ
Игорь Малишевский
Тĕп рольсенче Виктор Павлов
Оператор Александр Чёрный
Михаил Чёрный
Композитор Евгений Станкович
Кинокомпани Довженко ячĕллĕ киностуди
Тăсăлу 80 мин.
Патшалăх СССР
Çул 1985
IMDb ID 0264765

Сюжет тӳрлет

1943 çулăн чӳк уйăхĕнче, Ватутин генералăн фрончĕ Тăнăварăн сылтăм çыранĕнче тăшман тылне тарăннăн чĕрсе кĕнĕ. Фюрер Манштейн фельдмаршала Ватутин çарĕсене Тăнăвара тăксе яма хушать. Тăнăвар урлă çирĕп кĕперсем çук, çавăнпа та резервсене совет фронтне çитерме йывăр, нимĕçсем патне Европăран дивизисем килеççĕ. Ставка тата Тегеранра тăмарсемпе иккĕмĕш фронта уçас пирки кăткăс калаçусем иртерекен аслă тĕп çарпуçĕ Сталин ырламан пулсан та, Ватутин хӳтĕленме хатĕрленме, кайран Житомирпа Брусилова хăварма тапăч парать. Сталин Ватутин генерала Манштейна аркатма хушать, унăн вырăнне Рокоссовские ярать, анчах та лешĕ Ватутин Манштейна çапса çĕмĕрме пултарнине шанать. Китлерсем вăртăн виççĕ танк дивизине куçараççĕ. Ватутин хăйех шыравçăсемпе тĕл пулать, вĕсем вăл ыйтнипе «чĕлхене» тупса килеççĕ. Тупнă информаципе усă курса фронт çарпуçĕ Манштейн Коростонь çине тапăнас планне тавçăрса илет те питĕ вăйлă тапăну хатĕрлет. Ватутин тăшмана дезинформацилеме хушать. Совет çарĕсем пуçтарăннине кăтартса радиовăйă иртереççĕ, штабăн операци карттипе Ватутин адъютанчĕ нимĕçсем патне тыткăна лекет. Ултава лекнĕ Манштейн дивизисене куçарать, совет çарĕсем хăватлă тапăнма тытăнаççĕ.

Рольсенче тӳрлет

Каçăсем тӳрлет