Кондратюк Юрий Васильевич
Ю́рий Васи́льевич Кондратю́к (чăн ячĕ — Алекса́ндр Игна́тьевич Шарге́й; 21.6.1897, Полтава, Полтава кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 25.2.1942, Кривцово, Орёл облаçĕ, РСФСР, ССРП) — совет ăсчахĕ, космонавтикăна никĕслекенсенчен пĕри. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Уйăх çине вĕçмешкĕн траекторие («Кондратюк трасси») шутласа хунă.
Çуралнă вырăн: | Полтава хула, Полтава кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
---|---|
Вилнĕ вăхăт: | 1942, нарăс, 25 |
Вилнĕ вырăн: | паллă мар, Козельск районĕнче, халĕ Калуга облаçĕ, РСФСР |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | космонавтика |
Ĕç вырăнĕ: | 1897, çĕртме, 21 |
Альма-матер: | Санкт-Петербургри патшалăх политехника университечĕ |
Паллă: | ăсчах, Уйăх çине вĕçмешкĕн оптималлă траекторине шутласа панăскер; Крымри хăватлă çил электростанци проекчĕн авторĕ |
Биографи
тӳрлетАлександр Игнатьевич Шаргей Полтавăра (Полтава кĕпĕрни) (халĕ — Полтава облаçĕ, Украина) вырăсланнă швед хĕрĕ, Людмила Львовна Шаргей (Шлиппенбах) баронесса [1]) тата католици тĕнĕнчи Игнатий Бенедиктович Шаргей иудей килйышĕнче çуралнă. Маçакĕн ашшĕ — Антон Андреевич Шлиппенбах, Тăван çĕршывăн 1812 çулхи вăрçине хутшăннăскер, Вольмар Антон Шлиппенбах (1653—1721) швеци çарĕн генерал-майорĕн нĕселĕ[2].
Людмила Львовна качча кайиччен Киев хулинче пурăннă, Киев-Подольск хĕрарăм гимназинче франс чĕлхине тата географие вĕрентнĕ, кунта пулас упăшкипе, ун чухне Киев университечĕн физика-математика факультечĕн çутçанталăк пĕлĕвĕ уйрăмĕн студенчĕ пулнă; 1987 çулхи кăрлачăн 12-мĕшенче тĕне кĕнĕ те вĕсем мăшăрланнă. Игнатий Бенедиктович Шаргей (1873—1910) Бердичевре çуралнă. Унта унăн ашшĕпе амăшĕ, Бендыт Срулевич Шаргей тата Фридриха Айзиковна Розенфельд (тепре качча кайсан — Екатерина Кирилловна Даценко, 1917 вил.), Ковен кĕпĕрнин Тельша уесĕнчи Кретинга вырăнĕнчен куçса килнĕ[3].
Александр Шаргей кукамăш (профессипе акушер) килĕнче (Сретени ур., № 4.) çуралнă, ачалăхĕ те унтах иртнĕ. Унăн иккĕмĕш упăшки тухтăр тата каярах Хысна палатин III-мĕш уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Аким Никитич Даценко. Шаргей ашшĕпе амăшĕ студенсем хирĕçлев юхăмне хутшăннă, амăшне жандармери аресленĕ те хырăмлă пулнине пăхмасăрах тискер асаплантарнă[4]; юлашинчен, унăн чун-чĕм чирĕ хĕрсе кайнă та ăна чун пăлхавçăсен Малые Будищи ялĕнчи сыватăшне вырнаçтарнă, унта вара вăл виличченех пурăннă.
Асăнмалăх
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Ветров Г. С. С. П. Королёв и космонавтика. Первые шаги. — М.: Наука, 1994. — ISBN 5-02-000214-3
- Гаркуша А. Т. Стрела летящая. — М.: Московский рабочий, 1993. — ISBN 5-239-01335-7
- Зарко В. Е. …Мы смогли бы такие вензеля выписывать по Вселенной! // Наука из первых рук: Космический урок русского. — 2011. — Т. 37. — № 1.
- Придиус П. Е. Возвращение имени гению // Просто русские…. — Краснодар: Периодика Кубани, 2002. — 1000 экз. — ISBN 5-331-00013-4
- Щукина Е. М. Земная проекция звездной судьбы // Наука из первых рук: Космический урок русского. — 2011. — Т. 37. — № 1.
- Кондратюк Ю. В. Тем кто будет читать, чтобы строить // Пионеры ракетной техники / Под ред. Т. М. Мелькумова; Институт истории естествознания и техники АН СССР. — М.: Наука, 1964.
- Pionery raketnoǐ tekhniki / Editor-in-chief: Melʹkumov T. M. — Washington, D. C., USA: National Aeronautics and Space Administration, 1965. — (NASA technical translation).
- Герасютин С. А. Юрий Васильевич Кондратюк (к 120-летию со дня рождения) // Земля и Вселенная : журнал. — 2017. — № 5.
- Романенко Б. И. Звезда Кондратюка-Шаргея. — Калуга: Калужская облорганизация Союза журналистов России, 1998. — ISBN 5-89748-001-Х
Комментарисем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Герасютин, 2017, с. 61
- ^ Малиновский В. К. Бароны Шлиппенбах - офицеры императора Александра I // Сборник трудов потомков участников Отечественной войны 1812 года, вып. 2, М.: Янус-К, 2008, с. 56-86).
- ^ Александр Шаргей: Годы жизни
- ^ [1]
Каçăсем
тӳрлет- Кондратюк Юрий Васильевич. История Российской Советской космонавтики (1997). Тĕрĕсленĕ 7 апреля 2007.
- Анатолий Иващенко. Выше элеватора луна. Дружба народов, 1990, № 1. çăлкуçран архивланă 13 Ҫурла уйӑхӗн 2004. Тĕрĕсленĕ 7 апреля 2007.
- Сайт Полтавского национального технического университета им. Ю. Кондратюка
- А. Железняков. Конструкторы. Кондратюк Юрий Васильевич // Энциклопедия «Космонавтика»
- Новосибирский Аэрокосмический Лицей имени Юрия Васильевича Кондратюка
- Д. Садовский.Имя с обратной стороны луны, Наука и жизнь, 2004, № 9.
- В. Рыбников. Необычные судьбы двух тетрадей