Комиссаров Валерий Петрович

Валерий Петрович Комиссаров (14.3.1956, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) — чăваш журналисчĕ, ССРП журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1980), филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент (1996).

Раççей Федерацин журналистсен пĕрлешĕвĕн федерациллĕ канашĕн пайташĕ, Раççей Федерацинчи кĕнеке кăларакансен ассоциацин пайташĕ[1][2]

Биографи тӳрлет

1956 çулхи пушăн 14-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнчи Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнче çуралнă.

Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Республикăри «Коммунизм ялавӗ» (халĕ «Хыпар») хаçатра ĕçленĕ, Чăваш АССР журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн правленинче вăй хунă.

Валерий Петровича 1992 çулхи раштав уйăхĕнче – Чăваш АССР журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ пулма суйланă, çав ĕçрех чухнех 1996 çултанпа Чăваш патшалăх И.Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн доценчĕ пулса студeнтсене вĕрентнĕ.

2005 çулхи ака уйăхĕ — 2018 çулхи юпа уйăхе тапхăрĕнче – Чăваш кĕнеке кăларавăшĕн директорĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

Чыслани тӳрлет

  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1997)
  • Чăваш АССР Çемен Элкер ячĕллĕ журналистсен премийĕ (1998)
  • Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн премийĕ (1998, 2001, 2006)
  • Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (2011)
  • Чăваш журналисчĕсен Н.В. Никольский ячĕллĕ премийĕ (2015).

Ĕçĕсем тӳрлет

  • Общетеоретические проблемы образа руководителя в массовом сознании: конспект лекций. Чебоксары, 2005. 51 с.
  • Кӗнеке ырӑ туйӑм ҫуратать/ А. Геннадьева ҫырса илнӗ // Сувар. — 2014. — 3 юпа (№ 39). — С. 7.

Литература тӳрлет

  • Комиссаров, В. П. Кӗнеке ялан пирӗнпе / В. П. Комиссаров ; В. Николаев калаҫнӑ // Урал сасси. — 2009. — 2 ака (№ 14). — С. 3.
  • Комиссаров, В. П. «Кӗнекен те чунӗ пур» / В. П. Комиссаров ; [А. Манякова ҫырса илнӗ] // Тӑван Ен (Шупашкар районӗ). — 2015. — 17-23 ака (№ 14). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Комиссаров Валерий Петрович // Чувашская Республика. Яльчикский район. — Чебоксары, 2005. — С. 75.
  • Комиссаров Валерий Петрович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 215.
  • Комиссаров, В. П. С книгой по жизни / В. П. Комиссаров ; беседовала Е. Зайцева // Советская Чувашия. — 2010. — 13 нояб. — С. 3.
  • Малышкин, Н. Ф. Комиссаров Валерий Петрович / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 167-168.
  • Михайлов, А. И. Комиссаров Валерий Петрович / А. И. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 298-299.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет