Ковалентла çыхăну
Ковале́нтла çыхăну (лат. co — «пĕрле» тата vales — «вăй пур») — атомсен тулаш йăлхахĕнчи валентлă пĕр мăшăр электрон пĕрлĕхленнипе пулнă химилле çыхăну. Çак çыхăнăва тивĕçтерекен электронсене (электронла йăлхаха) пĕрлĕхле электронла мăшăр теççĕ.
Кунсăр пуçне ковалентла çыхăнăвăн хăйĕн айтĕсĕсем пур, вăл шутра σ-çыхăну, π-çыхăну, металла çыхăну, бананла çыхăну тата икĕ электронлă виçĕ центрлă çыхăну[1][2].
Хумла функцин М. Борнла статистикăлла интерпретацйĕпе килĕшÿллĕн, çыхăнтаракан электронсен вырнаçăвĕн пулаяслăх йăвăлăхĕ молекулăсен тĕшĕсен хушшинчи уçлăхра концентрациленет (ÿкер.1). Электронла мăшăрсен тĕртсе яру теорийĕнче геометрилле хапасене тупса палăртнă. Менделеев таблицинчи кашни периодшăн электронла мăшăрăн вăтам радиусĕ пур (Å): неон таранчченхи элементсемшĕн 0,6; аргончченхи элементсемшĕн 0,75; криптончченхи элементсемшĕн 0,75 тата ксенончченхи элементсемшĕн 0,8[3].
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ March, Jerry. Advanced Organic Chemistry: Reactions, Mechanisms, and Structure (англ.). — John Wiley & Sons, 1992. — ISBN 0-471-60180-2.
- ^ Gary L. Miessler; Donald Arthur Tarr. Inorganic Chemistry (неопр.). — Prentice Hall, 2004. — ISBN 0-13-035471-6.
- ^ Гиллеспи Р. Геометрия молекул. — М.: "Мир", 1975. — С. 49. — 278 с.
Литература
тӳрлет- «Химический энциклопедический словарь», М., «Советская энциклопедия», 1983, с.264.