Князев Анатолий Пантелеймонович
Князев Анатолий Пантелеймонович (24.1.1960, Тĕмер ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР) – Чăваш Республикин 1-мĕш класри чăн муниципалитет канашçи, патшалăх тата пĕрлĕх ĕçченĕ[1].
Чăваш Республиин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçлевçи (2005).
Биографи
тӳрлет1960 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче Чăваш АССР кĕрекен Елчĕк районĕнчи Тĕмер тялĕнче çуралнă.
1978–80 çулсенче Чикĕ хуралĕ çарĕсенче хĕсметре тăнă.
1981-84 çулсенче Усольери (Куйбышев облаçĕ) ялхуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче (1990) аслă пĕлӳ илнĕ.
1984 çулта – Красноярск Енри «Крутоярский» совхозра выльăх-чĕрлĕх инженерĕ.
1984–1994 çулсенче Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра инженерĕ пулса тăрăшнă. 1994–1999 çулсенче – Абаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
2002–2005 çулсенче – Чăваш Республикин Шупашкар районĕнче вырăнти хăйтытăмлăхĕн пуçлăхĕ.
2005-2010 çулсенче – Чăваш Республикин Шупашкар районĕн пуçлăхĕ.
2016 çулхи юпан 20-мĕшĕнче Коми Республикин Правительстви Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх тата таварпа тивĕçтерӳ пасарĕн министрĕ.
Чыслани
тӳрлет- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçлевçи (2005);
- «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орденĕн медалĕ;
- Раççей Федерацин ялхуçалăх министерствин Хисеплĕ грамоти (2002);