{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Хулаш
Кивĕ Хусан
Патшалăх РФ
Вырнаçу Высокая-Гора районĕ
Статус Тÿпе айĕнчи музей-управлăх

Сăваплă çăлкуçсем

Кивĕ ХусанТутарстанра вырнаçнă хулаш. Унта халь патшалăх тытса тăракан музей-управлăх (1992-мĕш çулта никĕсленĕ[1]). Вăл Хусан хуличен 45 километр çурçĕр-хĕвелтухăçнелле, Хусан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Иске-Казань ял тăрăхĕн территорине кĕрет.

«Кивĕ Хусан» тени тутарла «Иске-Казан» тенине калькăласа куçарни пулать. Тепĕр енчен çакна «Иске-Казан» пек мар, «Ичке-Казан» (Шалти Хусан) пек ăнланмалла текенсем те пур.

Çапла каланисем — пĕтемпĕх вырăнти тутарсем хушшинче çÿрекен халлапсем тăрăх[2]. Чăннипе вара хулаш вырăнĕнчи ĕлĕкхи хулан чăн ячĕ епле пулнине никам та пĕлмест.

Çавăн пекех кунта малтан Хусан пулнă та, вăл вара кайран çĕнĕ çĕре куçса кайнă тенисем те тÿрре тухаймаççĕ.

Сергей Кляшторный профессор (Санкт-Петербург хули) каланинчен[3]:

<Куçару: Хусана хăçан никĕсленине палăртасси тĕлешпе икĕ япала пĕлтерешлĕ. 1) Хусантан 45 километрта Кивĕ Хусан текен хулаш пур; 2) Хусан шывĕн вурринче вăтам ĕмĕрсенче Хусан пулнă. Пĕрисем çак икĕ объект хушшинче çыхăну пуррине шарт та март тунаççĕ (чи юлашкисенчен пĕри — В. Л. Егоров). Теприсем йышăнаççĕ тата çакна никĕслеме те пăхаççĕ (çавнашкал чи юлашки автор — Р. Г. Фахрутдинов).>

Тата тепĕр сайтра калани[4]:

<Куçару: Легендăсем фактсенчен илемлĕрех, анчах та фактсем пурпĕрех «сĕкĕнеççĕ».>

<>

Вуламалли

тӳрлет
  • Гаев… — Антон Гаев, «Генеалогия и хронология Джучидов»// Древности Поволжья и других регионов, т. 4, НН-2002.
  • Великий волжский путь… — Великий волжский путь, Сб. Казань, 2001.
  • Клоков, Лебедев… — В. Лебедев, В. Клоков, Монеты с Юго-восточных окраин Сарая// Тараская археология, № 1-2, 2001.
  • А. Бурханов. Памятники Иске-Казанского комплекса. Казань, 2002.
  • Шельди… — Н. Шельди. Булгаро-татарские монеты 13-15 веков. Казань, 2002.
  • Орешников… — А. Орешников. Русские монеты до 1547 года. Москва, 1996.
  • Мухамадиев… — Мухамадиев. Булгаро-Татарская монетная система. Казань, 1990.

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Бурханов, Альберт. Иски Казан - центр сильного княжества / Казанские истории", N10-14, 2005 г
  2. ^ Хузин, Фаяз. Выдумка краеведов XVIII-XIX веков / Казанские истории", N10-14, 2005 г
  3. ^ Кляшторный, Сергей. К вопросу о времени основания Казани / «А у нас сенсация!» — международная конференция «Средневековая Казань: возникновение и развитие» (1999)
  4. ^ Покажу Казань / константин, 2018-07-05 13:17:48