«Катю́ша» — популярлă совет юрри, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин символĕсенчен пĕри. Композитор — Матвей Блантер, текст авторĕ — Михаил Исаковский.

Юрă çурални

тӳрлет

Юрăна пĕрремĕш 1938 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕнче (чӳкĕн 27-мĕшĕнче) Л. П. Ельчанинова юрăç (урăх хыпарпа — Валентина Батищева) ССРП патшалăх джазĕн (В. Кнушевицкого ) пĕрремĕш концертĕнче шăрантарнă[1][2].

Сюжет тата тексчĕ

тӳрлет

Чăвашла куçарни[3]

тӳрлет

Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
Йӑсӑрланнӑ айлӑмра тӗтре.
Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша
Шӑрантарнӑ юрӑсем хитрен.
Вӑл юрланӑ сӑрӑ ӑмӑрткайӑк
Ҫеҫен хирӗн явӑнни тавра.
Савнӑ тусӗ аса килнӗ майӑн,
Сӑнарланнӑ ку та юрӑра.
Ах, эс, юррӑм, хӗрупраҫ юррийӗ,
Хӗвелпе вӗҫ, хыҫҫӑн хӑвала
Чикӗри салтакшӑн пулӗ кирлӗ
Вӗҫсе ҫитнӗ ҫавнашкал салам.
Сар хӗре салтакӗ аса илӗ
Илтӗ унӑн янкӑс юррине.
Ҫӗршыва куллен вӑл куҫ пек сыхлӗ,
Упрӗ сар хӗр хӑй юратӑвне.
Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
Айлӑм тӑрӑх явӑннӑ тӗтре
Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша
Шӑрантарнӑ юррине хитрен.

Çав. пекех

тӳрлет
  • Fischia il vento — «Катюша» юрăн мелодипе хайланă итальян юрри.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Князев В. Государственный джаз Союза ССР // Вечерняя Москва от 29 ноября 1938 года
  2. ^ Терновая Людмила {{{пуçелĕк}}}. — В. {{{кăларăм}}}.
  3. ^ «Чăваш халăх канашлăвĕнчи» чатран илнĕ — 04.12.2023 17:06

Каçăсем

тӳрлет