Категорине сӳтсе явмалли:Тырă культурисем
Юлашки сообщени: 2 года назад «Тавтологи» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ
Хаçатсенче, радиопа, кĕнекесенче, телевиэорпа, пухусенче яланах пĕрчĕллĕ культурăсем тенĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:05, 5 Раштав уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Тырă сăмахра архаика ахрăмĕ илтĕнет. Viktor (сӳтсе явни) 19:49, 5 Раштав уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Тырă сăмахра нимле архаика та çук, вăл хальхи саманара чи анлăн усă куракан сăмахсенчен пĕри. Анчах та унăн куллехи пурнăçри пĕлтерĕшĕ самаях уçăмсăр (сарлака). Тĕш тырă культурисем теме пултараççĕ. Анчах та вăл та «Зерновые культуры» тенипе çапах та тĕл килесшĕнех мар. Малтан пăхас пулать — мĕн-ха вăл зерновые культуры, мĕн-мĕн кĕрет унта? Зерно тенин хĕсĕк пĕлтерĕшĕ пурпĕрех пĕрчĕ пулать, хуть те мĕнле шутласан та!--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:13, 6 Раштав уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Тырă сăмахăн пĕлтерĕшĕ сарлака тени ак мĕне пĕлтерет. Тырă вăл — кĕлетре выртаканни çеç мар . Тырă тесе, сăмахран, хирте каш кашласа ÿсекен урпана е тулла та калаççĕ, вăл шутра калча пек çеç чухнехине те. Çавăнпа ăна вырăс чĕлхинчи мĕнле те пулин сăмахпа тĕл килтерме йывăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:20, 6 Раштав уйӑхӗн 2022 (UTC)
Тавтологи
тӳрлетТырă культури тени — тавталогие çывăх. Ун пек каламаççĕ. Тĕш тырă культури теме пулать (кунта «тĕш» хушса хуни пачах та ытлашши мар, мĕншĕн тесен хирте ÿсекеннине те, пиçсе çитменнине, пуçтарса илменнине, тырă теççĕ). Анчах та пурпĕрех пĕрчĕллĕ культура тени, терминологи енчен, тĕрĕсрех. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:04, 6 Раштав уйӑхӗн 2022 (UTC)