Категорине сӳтсе явмалли:Пайланаслăх тата юлашкисем

Делимость тенĕ вĕт, Деление мар. Çавăнпа чăвашла та Пайлани мар, Пайланаслăх тенĕ. Деление тата Делимость пĕр япала мар. Эппин, Пайлани тата Пайланаслăх тенисем те пĕр япала мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:37, 28 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)

Малтан çаплах çырнăччĕ. Неразделимость (малашне сиксе тухать çак япала!) сăмаха епле куçарас, терĕм те улăштартăм малтанхи версине. Viktor (сӳтсе явни) 07:56, 28 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)
Хуть Пайласлăх те, хуть Пайлани те — çавах. Вĕсен хушшинче нимле уйрăмлăх та çук. Пайласлăх та, Пайлани пекех, вырăс чĕлхинче Деление пулать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:59, 28 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Неразделимость. Чăвашла Пайланмилĕх пулать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:01, 28 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)
Неделимость? Viktor (сӳтсе явни) 08:15, 28 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)
А-а-а! Неделимость. Математикăра — Пайланмаслăх. Анчах та урăх япала (математика мар!) чухне Неделимость тата Неразделимость Пайланмилĕх пулма тивĕçлĕ. Яланхи пекех, контекстран килет теме пулать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:24, 28 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Делимость тенине çавăн пекех Пайланнилĕх, Пайланни теме пулать. Апла каласан та ăнланмалла. Анчах та малтанхи (п

айланаслăх) аванрах пек туйăнать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:32, 28 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)

  • Мĕншĕн-ха лайăхрах? Мĕншĕн тесен ПайлаННи тени çапах та процеса çеç палăртать, палăрăма (свойство) мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:43, 28 Ака уйăхĕн 2020 (UTC)
Вернуться на страницу «Пайланаслăх тата юлашкисем».