Категорине сӳтсе явмалли:Математикăллă физика

Юлашки сообщени: 3 года назад Ellodanis5 ҫырнӑ

Кăна математика ПУРРИПЕ мар каланă. Математика кирек мĕнле физикара та пур. Математикăлла тени кунта математика меслечĕсемпе ĕсленине çеç пĕлтерет. Çавăнпа та математикăллă физика тени тĕрĕс мар. Йăнăш. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:21, 28 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

весьма продуктивный аффикс, образует: 1) от именных основ, причастий и инфинитивов на –ма (–ме) – прилагательные и наречия с относительным и уподобительным значением: вырăс «русский» (прил. и сущ.) – вырăсла «русский», «по–русски, как русские»; социализм «социализм» –социализмла «социалистический», «по–социалистически»; вил«умирать», вилес (причастие будущего времени) – вилесле «смертельно, до смерти»; 2) различные семантические группы наречий: а) от основ прилагательных – со значением «в каком–либо виде, состоянии, возрасте», а также временным значением: пушă «пустой» – пушăлла «в пустом виде, порожняком»; çамрăк «молодой» – çамрăкла «в молодом возрасте, молодым»; хĕл «зима» – хĕлле «зимой»; б) от основ существительных – со значением «на каких–либо условиях, в обмен на что–либо»: кĕтев «ожидание» – кĕтевле «в рассрочку»; укçа «деньги» –укçалла «на деньги, за деньги»; в) от основ существительных – со значением «во что–либо (играть)»; футбол «футбол» – футболла «в футбол».

Куратăр, мĕн чухлĕ пĕлтерĕш... Мĕншĕн татах тăваттăр çакнашкал мелпе паллă ячĕсене? Тахçанах калатăп, хальхи вăхăтра тăван чĕлхене пачах ăнланман çынна çакна ăша илме питĕ хĕн. Мĕншĕн пăтраштармалла черчен пуç миммине? Тăван Атăл журнала алла илĕр-хе. Ылтăн пĕрчине шыранă пек шĕкĕлчес пулать сăмахсене тупас тесен. Эп тупаймарăм. Сăвă çырса пăхăр çак формăпа. Viktor (сӳтсе явни) 14:22, 28 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)

  • Чăваш чĕлхине пĕлмен тата пĕлесси те килмен çыннна хуть качи-мăчи хуçса кăтарт, хуть салто туса пар, хуть кăшкăр, хуть пăшăлтатса кала, хуть юрласа-ташласа кăтарт — вăл пурпĕрех ним те ăнланас çук. Унашкал уни-кунисенчен ку ним те килмест. Кунта наука пирки сăмах пырать. Наукăра вара пурте тĕп-тĕрĕс тата тĕл килмелле. Кăшт айккине пăрăнсанах йăнăш пулать. Тунă кĕпĕр ишĕлет, яраплан сывлăшра сирпĕнет, операци сĕтелĕ çинчи çын вилсе каять. Такамăн тепле кăмăлне юрас тесе суйса çыраймастăн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:16, 28 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Вернуться на страницу «Математикăллă физика».