Катӑркас
Катӑркас
Катӑркас чечекӗсем тата ҫырлисем
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Rosáceae

Катăркас (лат. Crataégus) — ҫулҫине тӑкакан, сайра хутра ҫурри ялан симӗс ҫӳллӗ тӗм е пысӑках мар йывӑҫсен йӑхӗ, Кĕлчечек йышшисен (Rosaceae) йышне кӗрет. Çамрăк тураттисем унăн лайăх аталаннă йĕпсемпе пуян, çулçисем лаштака сарлака та, çунатлă та пулаççĕ. Çурма зонт е щит евĕрлĕ чечек пуххи шурă, шупка хĕрлĕ е хĕрлĕ тĕслĕ. Çимĕçĕ шар евĕрлĕ, çăмарта е груша евĕрли те пулать. Вăл — хĕрлĕ, хĕрлĕрех сарă, хăмăр е хура тĕслĕ, варри — шăмăллă. Катăркас вăрăран ĕрчет, хăшăн-пĕрин хунав тухать.

Йывӑҫӗ епле курӑнни.
Катăркас

Сарăлни

тӳрлет

Çурçĕр Америкăпа Евразин вăтам тăрăхĕнче те ӳсет. Çĕр чăмăрĕ çинче 200 тĕрлĕ катăркас ӳсет.

Усă курни

тӳрлет

Илемлӗхӗшӗн ӳстереҫҫӗ тата эмель ӳсентӑранӗ. Ҫырлисене ҫиме юрать. Хăш-пĕр катăркасăн çимĕçне çиеççĕ, питĕ-нăкă вулли пысăках мар япаласем тума каять. Çырлине, чечекне тытнă е вĕсене вĕретнĕ шывра тĕрлĕ йӳçекле хутăшра çын сывлăхшен усăллă тĕрлĕ витамин нумай. Çав экстратпа тата настойпа чĕре тата юн тымар чирĕсенчен сипленме усă кураççĕ.

Пыл паракан ӳсентӑран.

Вуламалли

тӳрлет
  • Ăсан Уçăпĕ. Чăваш вăрманĕ. — Шупашкар: Çĕнĕ Вăхăт, 2009. — с. 197-198 — 216 с.
  • Боярышник // Бари — Браслет. — М. : Советская энциклопедия, 1970. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 3).
  • Боярышник // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Пояркова А. И. Род 733. Боярышник — Crataegus L. // Флора СССР : в 30 т. / гл. ред. В. Л. Комаров. — М. ; Л. : Изд-во АН СССР, 1939. — Т. 9 / ред. тома С. В. Юзепчук. — С. 416—468. — 540, XIX с. — 5200 экз.
  • Полетико О. М. Род 26. Боярышник — Crataegus L. // Деревья и кустарники СССР. Дикорастущие, культивируемые и перспективные для интродукции. / Ред. тома С. Я. Соколов. — М.—Л.: Изд-во АН СССР, 1954. — Т. III. Покрытосеменные. Семейства Троходендроновые — Розоцветные. — С. 514—577. — 872 с. — 3000 экз.

Каçăсем

тӳрлет



 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.