Карнеги-холл
Карнеги-холл (акăл. Carnegie Hall) — Нью-Йоркри, Манхэттенăн Çиччĕмĕш авенюпе 57-мĕш урамĕн кĕтесĕнче вырнаçнă концерт залĕ. Классика мусăкне янраттармашкăн тĕнчери чи сумлă вырăнсенчен пĕри. Халĕ Карнеги-холлĕнче çаплах джаз тата çăмăл мусăк концерчĕсене те иртереççĕ.
Истори
тӳрлетПроектне Уильям Татхилл архитектор тунă.
1891 çулхи çăвăн 5-мĕшĕнче Нью-Йоркри симфони оркестрĕн концерчĕпе уçнă. Дирижирĕ П. И. Чайковский пулнă, Александр III раççей императорĕн 1883 çулти коронаци церемонине хайланă мăнаçлă маршне вылянă[1].
1898 çулчен «Мусăк залĕ» тенĕ, кайран çак çурта тума укçа панă Эндрю Карнеги ятне панă.
Тĕнчери премьерăсем
тӳрлетÇĕр çул хушшинче Карнеги-холлĕнче тĕнчипе чаплă премьерăсем иртнĕ:
- Девятая симфония Дворжак (раштав, 16, 1893)
- Домашняя симфония Рихард Штраус (пуш, 21, 1904)
- Вариации на тему Корелли Сергея Рахманинова (чӳк, 7, 1931)
- Контрасты Бела Барток (9 января 1939)
- Камерная симфония № 2 Арнольд Шёнберг (раштав, 15, 1940)
- Симфония в 3-х частях Игорь Стравинский (кăрлач, 24, 1946)
- Симфония № 3 Чарлз Айвз (ака, 5, 1946)
- Гимн Святому Причастию Оливье Мессиан (пуш, 13, 1947)
- Симфония № 4 Чарлза Айвза (ака, 26, 1965)
- Симфония № 6 сопранопа оркестр валли Филип Гласс, Аллена Гинсберга сăввисем (нарăс, 3, 2002)
- Американский берсерк Джон Адамс (нарăс, 25, 2002)
- Catenaires Элиота Картера (раштав, 11, 2006)
- Боббл Бобби Макферрин (çу, 2, 2008)
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ «Чайковский-тур» по Северной Америке: оркестр Мариинки под управлением Валерия Гергиева откроет сезон Карнеги-холла 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.