Калабриа
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Калабриа Calabria | |
---|---|
Зона: | Кăнтăр Итали |
Тĕп хула: | Катандзаро |
Лаптăк: | 15 082 км² |
Пурăнан халăх: | 2 009 506 çын |
Халăх йышлăхĕ: | 132 çын/км² |
Провинцисем: | Катандзаро, Козенца, Кротоне, Реджо-Калабрия, Вибо-Валентия |
Коммунăсем: | 409 |
Пуçлăх: | Джузеппе Скопеллити (2010) |
Официаллă сайт |
Калабриа (итал. Calabria, неап. Calavria, лат. Brut(t)ium, Calabria) - Кăнтăр Италин администрациллĕ ен ( облаç). Вăл 5 провинцирен тытăнса тăрать, виççĕшĕ — историллĕ, Реджо-Калабриа, Козенца тата Катандзаро, иккĕшĕ хальхи, Кротоне тата Вибо Валентиа.
Калабриа тĕп хули — Катандзаро, çаплах вăлах пĕр ятлă провинцин центрĕ. Пурăнан халăх йышĕ — 2 050 478 çын (2000).
Тавралăхĕ
тӳрлетКалабриа Апеннин çурутравĕн чи кăнтăр пайĕнче, тепĕр чухне ытарăшлă, «итал атти вĕçĕнче» вырнаçнă. Анăçран ăна Тирра, тухăçран — Иона тинĕсĕ, çурçĕр-тухăçран — Таранто кӳлмекĕ хупăрлать, кăнтăр-анăçра Сицилирен Мессина тинĕс пырĕ уйăрать, унăн чи ансăр вырăнĕ (Сицилири Пелоро сăмсахĕпе Калабрири Пецо сăмсахĕ хушшинче) 3,2 çм кăна — Аспроманте массивĕпе Пелори хысакĕ хушшинчи тектоника çыхăнăвне пула. Авалхи хула тата пĕр ятлă провинцин центрĕ — Реджо-ди-Калабриа — хирĕçлех, тинĕспырĕ урлă, сицили хули Мессина ларать.
Çурçĕр енче Калабриа Базиликата провинципе чикĕ тытать.
Çĕр пичĕ
тӳрлетКалабри кӳлмекĕсем:
- Кориляно кӳлмекĕ (Таранто кӳлмекĕн пайĕ);
- Джойа-Тауро кӳлмекĕ (Тирра тинĕсĕ);
- Поликастр кӳлмекĕ (Тирра тинĕсĕ), çаплах Кампаниа тата Базиликата регионĕсен çыранĕсене хум çапать;
- Тс. Евфемия кӳлмекĕ (Тирра тинĕсĕ);
- Скуиллачи кӳлмекĕ (Иона тинĕсĕ);
Калабриа çĕр пичĕ ытларах сăртлă (сăртсем регионăн 49,2 % территорине йышăнаççĕ). Калабриа чылай территорийĕ (41,8 %) ту районĕсем.
Шывсем
тӳрлетПатшалăх-администраци тытăмлăхĕ
тӳрлетĔç тăвакан влаç: Регион правительстви (Giunta Regionale) шутне регион пуçлăхĕ (Presidente della Regione), — ăна 5-çуллăха суйлаççĕ, унăн çумĕ тата министрсем (вĕсен шучĕ халĕ 11 çитет) кĕреççĕ[1]
Саккун тăвакан влаç: Регион канашĕ (парламент) (Consiglio Regionale della Calabria) 50 пайташран тытăнса тăрать, вĕсене 5-çуллăха суйлаççĕ.[2]
Вырăнти влаç органĕсем питĕ коррупциллĕ. Мафие хирĕç кĕрешекен Роберто Савиани çыравçă каланипе, Калабриа регион канашĕн 50 пайташĕнчен 35-ĕшĕ тĕрмере ларса тухнă, вĕсене тĕпчĕççĕ е правона пăснăшăн айăплаççĕ.[3]
Лингва-этнографи пахалăхĕ
тӳрлетХуçалăх
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ GIUNTA REGIONALE DELLA CALABRIA 2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.(итал.)
- ^ Il sistema elettorale in Calabria(итал.)
- ^ Per un voto onesto servirebbe l’Onu(итал.)
Каçăсем
тӳрлет- Реджиа Калабриа провинцийĕ 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Регион Калабрия 1998 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. Калабриа регионĕн официаллă сайчĕ.