Кĕсел тесе икĕ тĕрлĕ апат-çимĕçе калаççĕ:

  • çăнăхран (тырăран) тăвакан кĕсел
  • улма-çырла кĕселĕ (крахмалтан), — чĕрĕ тата типĕтнĕ улма-çырласенчен, çырла сĕткенĕсемпе шерпечĕсенчен, повидлăран тата ытти çимĕçсенчет те хатĕрлекен апат-çимĕç.
Сĕлĕ çăнăхĕнчен тунă кĕсел
улма-çырла кĕселĕ

Пĕр-пĕринчен уйăрас тесе, улма çырларна тунине час-часах кĕсел мар, киççел теççĕ.

Хатĕрлесси

тӳрлет

Улма-çырла кĕселĕсене хатĕрлеме çĕрулми крахмалĕпе усă кураççĕ. Çăра, çурма çăра тата çурма шĕвĕ кĕселсем хатĕрлеççĕ. Çăра кĕселе порци пуçне 12-15 грамм, вăтам çăра кĕселе 8-10 грамм, çурма шĕвĕ кĕселе 4-7 грамм çĕрулми крахмалĕ каять.


Крахмал усă курни

тӳрлет

Кĕсел хатĕрленĕ чух крахмалпа çапла усă курмалла: çĕрулми крахмалне вĕретсе сивĕтнĕ шывра е çырла сĕткенĕнче, е сивĕ сĕтре ирĕлтермелле, ала витĕр сĕрмелле, кĕсел хатĕрлемелли сĕткене пĕр тикĕс ярса, хăвăрт пăтратмалла. Кĕсел кирлĕ таран çăралса çитсен, çăра кĕселе вăйсăр çунакан вут çинче 5-6 минут вĕретсе илмелле, вăтам çăра кĕселе вĕреме кĕриччен кăна ăшăтмалла. Кĕселе ытлашши ăшăтма юрамасть. Ун пек чух вăл тăсăлма пуçлать, кайран шĕвелме тытăнать.


Ярса пани

тӳрлет

Кĕселсене сивĕлле, хăй халлĕн тата пудингсемпе запеканкăсем çине ярса параççĕ.


Литература

тӳрлет
  • Тутлă Апат-Çимĕç. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1982.