Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кĕрше (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Кĕрше, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял. Вăта юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Кĕрше
выр. Гришино
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Тăвай районĕ
Ял тăрăхĕ Мучар
Координатсем 55°28′44″ с. ш. 47°53′30″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ вырăссем, чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83548
Почтă индексĕ 429296
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 258 815 001
Кĕрше (Раççей)
Точка
Кĕрше (Чăваш Ен)
Точка

Ку сăмахăн урăх пĕлтерĕшĕсем: кĕрше (пулă)

Тавралăхĕ тӳрлет

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ тӳрлет

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 163 çын, çав шутра 74 арçын, 89 хĕрарăм пурăннă[2].

Истори тӳрлет

Ку яла XVII ĕмĕрте вырăссем никĕсленĕ. 1746 çулта вĕсем И. Жуков (ун çине 33 хуçалăх ĕçленĕ), П. Лукошков (73 хуçалăх)тата П. Лукошков (49 хуçалăх) помещиксен аллинче шутланнă. 1770 çултанпа вара ку вырăнта çак помещиксем пурăннă: Л. Болтин (ун çине 19 хуçалăх ĕçленĕ), И. Лукошков (75 хуçалăх), П. Лукошков (73 хуçалăх).

Авал яла кунта Смоленск-Богородск чиркĕвĕ ларнăран Богородски ятпа чĕннĕ. Кĕрше ячĕ вырăс Гришка ятĕнчен пулса кайнă. 1866 çулта кунта 67 кил пулнă, вĕсенче 606 çын пурăннă.

Смоленск-Богородск чиркĕвне 1853 çулта Александр Акчурин помещик пулăшнипе туса лартнă. Чиркӳ çурчĕн никĕсĕ чултан пулнă, хăй вара — йывăçран. Тăррине тимĕрпе витнĕ пулнă.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет