Кĕнчеле
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кĕнчеле (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Кĕнчеле — кукăр кĕтесленнĕ йывăç е кĕтеслесе касса чиксе тунă юпаллă, хăмаллă ларкăчлă хатĕр.
Сӳс, çăм сĕвĕмĕнчен пӳрнесемпе (сулахай алă) туртса, йĕкепе çавăрса, (сылтăм алă) пĕтĕрсе сӳс, çăм пĕрчисенчен çип арлаççĕ. Авал çичĕ çула çитнĕ хĕрачасене кĕнчеле арлама вĕрентнĕ. Кĕнчеле арласа çип тума чăвашсем XX ĕмĕрте пăрахнă.
Этимологи
тӳрлетВ.И. Даль словарĕнче кынчала ятлă. Ăсчахсем вырăсран чăваша е хирĕçле куçнă сăмах тесе тавлашаççĕ.
Пайĕсем
тӳрлетКĕнчеле çак пайсенчен тарать:
- кĕнчеле аври, юпи, турачĕ;
- Кĕнчеле лаппи;
- Кĕнчеле çыххи - арламалли сӳс, çăм. Кĕнчеле кантри сĕвемне кĕнчеле юпи çумне çыхмалли кантра;
- Кĕнчеле тутри — сĕвеме çавăрса хӳтĕлекен тутăр;
- Кĕнчеле пуçĕ.
Каларăш
тӳрлетТĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле.
Вуламалли
тӳрлет- Тарановская Н. В., Мальцев Н. В. Русские прялки: Альбом. — Л.: Аврора, 1970. — 110 с.: ил.
- Л. В. Беловинский. Прялка // Иллюстрированный энциклопедический историко-бытовой словарь русского народа. XVIII — начало XIX в. / под ред. Н. Ерёминой. — М.: Эксмо, 2007. — С. 547. — 784 с.: — ил. с. — 5000 экз. — ISBN 978-5-699-24458-4.
Каҫӑсем
тӳрлет- Набокова О. А. Прялки Пудожского района (по фондам музея-заповедника «Кижи»)
- Прялка. Какая она? История. Традиции. Обряды. (liveinternet.ru)
- Типы прялок (Заонежье) 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. (narodko.ru)