Кăвак кăсăя
Кăвак кăсăя (Cyanistes caeruleus) – çерçирен кăшт пĕчĕкрех кайăк. Çăмартисем (7-10) шурă. Икĕ хут чĕп кăларать. Ытларах юманлăхсенче пурăнать. Садсемпе парксенче те курма пулать. Сăмси пĕчĕк, анчах вăйлă аталаннă. Хĕлле шăнса ларнă хăмăш авăрне те кăшласа ватма, унта хĕл каçакан хурт-кăпшанкăна тупса çиме пултарать. Юрри питĕ кĕске те начар, сахал юрлать. Нăрăсемпе тата лĕпĕшсемпе апатланать. Хĕлле юман çинче апатланаççĕ. Хĕл каçма ниçта та вĕçсе каймасть. Пирĕн тăрăхри чи илемлĕ кайăксенчен пĕри пур çĕрте те лайăх сарăлнă.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Позвоночные животные России: Обыкновенная лазоревка 2021 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- BirdLife International (2004). Parus caeruleus. 2006 IUCN Red List of Threatened Species. IUCN 2006. Retrieved on 12 May 2006. Database entry includes justification for why this species is of least concern
- Лазоревка на сайте ecosystema.ru
Кăсăя йышшисен тĕсĕсем |
---|
Пысăк кăсăя | Кăвак кăсăя | Вăрăм хӳреллĕ кăсăя | Тĕпекеллĕ кăсăя | Шурă кăсăя | Хура кăсăя | Хура пуçлă кăсăя |