Йăпар йышшисем
Йăпар йышшисем – тăрăхла пуçлă, хобот сăмсаллă, пĕчĕк куçлă. Вĕсен хăлха çунаттисем çук, кайри урисем малтисенчен вăрăмрах, лапписем те сарлакарах. Çиелтен хупăсемпе витĕннĕ, хӳрипе кĕлетки пĕр тăршшех. Йăпарсен икĕ тĕс çеç. Вĕсенчен пĕри пирĕн тăрăхра пурнать.