Июнĕн 22-мĕшĕ (сăвă)
Июнĕн 22-мĕшĕ — Алга Александр Егорович поэт çырнă сăвă.
Сасартăк тревога янрарĕ ирпе.
Сасартăк, пĕр харăс тăрса,
Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе
Васкарăмăр аслă вăрçа.
Эпир – малтисемччĕ; çĕнме çĕкленсе
Кĕрейрĕмĕр çулăм ăшне,
Ахлатрĕ тавралăх, шартах чĕтренсе,
Тем шăхăрчĕ: хăшĕ-хăшне!
Вăл вут пек снаряд-мĕн шартлатрĕ çумра,
Сÿ килчĕ, сÿ кайрĕ хĕрÿ...
Пĕрех, çирĕп шанчăк çуралчĕ чунра,
Ун ячĕ – асту – Çĕнтерÿ.
Эпир – малтисемччĕ. Юн кÿпнĕ тăшман
Хăй, ирсĕр, юн хăсрĕ çав ир.
– Эпир халиччен никама парăнман! –
Каларĕ пире командир.
– Нихçан парăнман, парăнассăмăр çук!
Ман хыççăн! Атака! Вакла!..
Хĕçе-хĕç тăма тарăхса кĕрес чух,
Шарт сикрĕ тăшман кайăкла.
Вăл чакрĕ юнпа антăха-антăха,
Ун хыççăн сÿ кайрĕ хĕрÿ...
Эй, шанчăклă ĕмĕт! Хĕрт выçă йăха!
Мухтав, малтанхи Çĕнтерÿ!
Ик-виçĕ кун иртрĕ хирте унтанпа.
Пуçламăш каймасть асăмран:
Е çивĕч хĕçпе, е хĕрÿллĕ вутпа
Йăванчĕ тăшман хăлаçран...
Юн сыпнă çеçкеллĕ тĕмсем хушшинче
Эп тупрăм юлташăн ÿтне.
Маттурăм. Пăшалĕ выртать çумĕнче.
Хăй лăпкăн çеç ÿкнĕ ÿпне.
Мухтавлăн сан сÿнчĕ, тăван, ĕмĕрÿ:
Выртатăн – ху пăхнă мала...
Чи шанчăклă ĕмĕт – пулас Çĕнтерÿ
Хытарчĕ йăваш кăмăла.
Ик-виçĕ кун иртрĕ. Тăван хирелле
Фашист ывăтать-ха кăвар;
Эпир çĕкленсен, хăй каять вирелле;
– Эпир – чурасен йăхĕ мар.
Эпир – ирĕк халăх, пĕр харăс тăрса,
Кĕретпĕр вут-çулăм ăшне.
Эпир пĕрре мар вăрçса курнă вăрçа,
Ак, курăпăр: хăшĕ – хăшне!
Чунра сивĕнмест пурнăç панă хĕрÿ,
Пăшал шăпланмасть алăра.
Чи шанчăклă ĕмĕт – пулас Çĕнтерÿ
Çÿрет пирĕнпе вăрçăра.
Çăлкуç
тӳрлет- Алга, А. Июнĕн 22-мĕшĕ : [căвă] // Алга, А. Сăввăмсем сăввăмсем / Александр Алга. – Шупашкар, 1976. – С. 44-45.