Инанна

(Инанн ҫинчен куҫарнӑ)

Инанна (аккад. Иштар) — шумер халаплăхĕнче, тĕнĕнче — тĕп ама турă.

Инанна (Иштар)

Кун-çулĕ тӳрлет

Чи малтан Инанна çимĕç пурлăх хӳтĕлевçи, тулăх тыр-пул символĕ шутланнă. Каярах çак этеп турă ами Ан вырăнне кĕрет. Ана вырăнне ларсан, Инанна çав хушăрах çĕнтерӳ турри, пурлăх турри, тӳрелĕх турри ĕçĕ-хĕлне тыса тăнă, çемйе пурнăçĕн хӳтĕлевçи пулнă. Инанна Уйăх туррин (Нанна) хĕрĕ шутланнă, хăш халапсенче Инанна Ана хĕрĕ теççĕ.

И. М. Дьяконов тĕпченипе, Инанна ячĕ — шумерсенчен пулса тухман, вăл шумерсенчен маларах Месопотамире пурăннă «банан чĕлхиллĕ» халăхĕпе çыхăннă.

Вăл улталать (Энкине эрех ĕçтерет те суйса турăсем никĕсленĕ «ме» — пĕрлĕ этем, этика, этеплĕх, тӳрелĕх тата ритуал йĕркисене ыйтса пĕлет), тăнăçлă мар (пĕрмай упăшка-еркĕнне улăштарать), хăйĕн упăшкине (Думузие) те улталать, хăй вырăнне çĕр айĕнчи патшалăха ярать.

Чӳк-кĕлĕ вырăнĕ — Урук, унта Инанна тĕп храмĕ — Э-Ана — ларать. Пирĕн эрăччен 2-мĕш пинçулăхĕ тĕлĕнче аккад этепĕ Иштар хурритсем, митаннисем, финикисем (финики Астартипе тан) анлă сарăлнă.

Асăрхавсем тӳрлет