Имеон (çавăн пекех- Имаон, Имей тăвĕсем) – Вăтам Азири Гиндукуш, Памир тата Тянь-Шань тăвĕсен пĕрлештернĕ авалхи ячĕ. Çак ту тăрăхне VII ĕмĕрте Анани Ширакаци туса хатĕрленĕ эрменсен „Ашхарацуйц” географи атласĕнче çырса кăтартнă.[1][2]

С.Т. Еремяном академик реконструкциленĕ «Ашхарацуйц» картинчен илнĕ Имеон тăрăхĕнчи авалхи пăлхар çĕрĕсем.

„Ашхарацуйцра” кăтартнă тăрăх, Гиндукушпа Памир хушшинче пăлхарсем пурăннă. Пăлхарсем Имеон тăвĕсем çинче пурăннине çавăн пекех Агафий Миринейский, Феофилакт Симокатта тата Михаил Сириец хронистсем каланă.[1][3][4][5].

Ту умĕнче, пăлхарсенчен çурçĕрелле, Саксем, Массагетсем, Эфталитсем тата ур. пурăннă

II ĕмĕрти Александри географĕ Птолемей Имай туне Индирен çурçĕрелле кăтартать.[6]. Имав тесе палăртса, çак тусем пирки V ĕмĕрте пурăннă Орозий историк те асăннă, вĕсене вăл Тĕп Азире, Китай çывăхĕнче, вырнаçтарнă.[7]

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 Eremian, Suren. Реконструкция карта Средней Азии из «Ашхарацуйца».
  2. ^ Shirakatsi, Anania, The Geography of Ananias of Sirak (Asxarhacoyc): The Long and the Short Recensions. Introduction, Translation and Commentary by Robert H. Hewsen. Wiesbaden: Reichert Verlag, 1992. 467 pp. ISBN 978-3-88226-485-2
  3. ^ Бакалов, Георги. Малко известни факти от историята на древните българи. Списание Наука. Съюз на учените в България. Том 15 (2005) Книжка 1. (полхарла)
  4. ^ Димитров, Божидар. Българите и Александър Македонски. София: Издателство Тангра, 2001. 138 стр. (полхарла) ISBN 954-9942-29-5
  5. ^ Добрев, Петър. Непознатата древна България. София: Издателство Иван Вазов, 2001. 158 стр. (полхарла) ISBN 954-604-121-1
  6. ^ Клавдий Птолемей, «Руководство по географии», кн. 1, гл. 12, 16 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Орозий, кн.1


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.