Иерихон (ракета)
Иерихон — израиль ракети, вăта хушăна вĕçекен ракета. «Иерихон-1» ракетăна 500 çм тата «Иерихон-2В» 2000 çм пеме тунă. Израилĕн çак ракетисем йĕтреллĕ хĕçпăшал авăрĕсене çитерме пултараççĕ. Программăпа ĕçлеме XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пуçланă. 4800 çү вĕçсе çитекен БРСД «Иерихон-3» хатĕрленĕ. Израиль пресси пĕлтернипе, вĕсене 2005 çулта туса пĕтернĕ.
Иерихон-1
тӳрлет1971 çулăн вĕçĕнче тунă. Габаритсем: 13,4 м вăрăммăш, 0,8 м диаметрпа, йывăрăш 6,7 тоннă, туртма пултаракан усăллă йывăрăш, аçтаçăсен хаклавĕпе, 450 кг яхăн. 500 çм вĕçсе çитме пултарать. Израильте концерн (IAI) тунă, 100 виçе кăларнă.
Иерихон-2
тӳрлетXX ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсен варринче, Иерихон-1 пахалăхне аталантарса, тунă. Стартри йывăрăшĕ 26 тоннă, икĕ сыпăклă. 1500 çм - 3500 çм вĕссе çитме пултарать. Габаритсем: 14.0 м вăрăммăш, 1.56 м диаметртпа, туртма пултаракан усăллă йывăрăш, аçтаçăсен хаклавĕпе, 450 кг яхăн. Сери тĕпчевĕсене 1987 — 1992 çулсенче ирттернĕ. Пичетри пĕлтерӳсемпе, ракетăн çунакан япали хытă. Вăта хушăна вĕçекен ракета.
Иерихон-3
тӳрлетИзраиль пресси пĕлтерĕвĕпе, ĕçсене 2005 çулта вĕçленĕ, «Иерихон-2» ракетăн нĕселĕ шутланать. «Иерихон-3» виçĕ сыпăклă баллистика ракети, пуçĕн йывăрăшĕ 1 т, йĕтреллĕ пуçне 4800 çм илсе çитерме пултарать.
Ку ракета пăшалĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Çак статьян шаблон-карточкине тултарман {{ракета карточки}}. Эсир ăна кĕртсе, проекта пулăшма пултаратăр.
|