Забел Есаян (арм. Զապէլ Եսայան) ( 1878 çулхи кǎрлач уйǎхĕн 4 — 1943)  —  эрмен прозаикĕ, поэтесса тат куҫаруҫă, литература профессорĕ.

Пурнǎçĕ тӳрлет

Забел Есаян 1878 çулта Константиноволь хулинчи Уксюр-Силидар райоĕнĕнче вырǎс-турккǎ вǎрçи вǎхǎтĕнче çуралнǎ. шкулĕнче вĕреннĕ. 1895 çулта Париж хулинче пурǎннǎ, унта вǎл Сорбон университетĕнче литература тата философи тепченĕ.[1]

Унǎн пěрремěш прозаикла сǎвǎсем (Каçхи юрǎ) 1895 çулта "Цахик" ("Чечек") журналта пичетленнĕ. Забел кĕске калавсем , литературǎллǎ эссесем,статьясем çырнǎ тата французла-армянла "Меркюр де Франс", "Юманите", "Масис", "Анаит", "Аревелян мамул" изданисене куçарнǎ. Вǎл "В зале ожидания"(1903), "Вечерняя заря Скютари"(1903), "Фальшивые таланты" (1905), "Даровитые люди" (1907) романсен авторĕ. Есаян Абдул Хамид преступлениллĕ политикине тǎрǎ шыв çине кǎларнǎ.

Парижра Тигран Есаянпа пĕрлешнĕ. Вĕсен икĕ ача пулнǎ: Софи тата Грант.

1906 çулта Туркǎ револючи хыççǎн Забел Есаян Константинополя каялла куçса килнǎ. 1909 çулта вǎл Киликинче, Адан хулинче пулса курнǎ. Киликири армянсен йывǎр пурнǎçě çинчен нумай произведени çырнǎ: роман "Руинсем хушшинче"(Աւերակներու մէջ, Константинополь, 1911), повесть "Проклятье" (1911), кĕске калав "Сафис" (1911) тата "Çĕнě савни" (1911).

Есаян Осман империн правительствин списокĕнче 24 апреля 1915 çулта депортировать тумалли тата арестлемелли армянсем хушшинче пĕрремĕш хĕрарǎм.

Анчах та Забел обществǎлла деятельсемпе тата арестовать тунǎ çынсен арǎмĕсемпе тарма пултарнǎ, веĕсем Болгарине куçса кайнǎ, кайран вара Кавказа, Тифлис хулине.[2] Унта вара вǎл армян таркǎнĕсем пурнǎçне йĕркеллес ыйтусемпе ĕçленĕ тата укçа, тǎхǎнмалли япала, апат-çимĕç пуçтарнǎ.Çав вǎхатрах вĕсен геноцид вǎхǎтĕнчи йывǎр пурнǎçěсем çинчен çырса пынǎ.

1918 çулта Ближний Востокра таркǎнсемпе ěçленě. Çул çÿревсем вǎхǎтĕнче " Юлашки стакан"(Վերջին բաժակը), "Ман чун хǎваласа кǎларǎннǎ" (Հոգիս աքսորեալ, 1919), "Мелиха Нури ханум"(1927) повĕçем çырнǎ.

"Отступающие силы" (Նահանջող ուժեր, 1923) романра Забел çак вǎхăтри ахаль çынсен пурнǎçĕ çинчен çырнǎ.1928 çулта Арменине кайса курнǎ, кайран вара çул-çÿрев асǎмĕсене "Прометей освобожденных" (Պրոմէթէոս ազատագրուած, 1928) ят парса пичетлесе кǎларнǎ.

1933 çулта Забел Есаян Советла Арменинче ачисемпе пĕрле пурнǎма юлма шутланǎ. 1934 çулта пĕрремĕш СССР писателĕсен Мускаври съездĕнче хутшǎннǎ. Арменинче пурǎнса вǎл Ереван патшалǎх университетĕнче анǎç-европǎлла тата арямян литературине верентсе пынǎ. Унǎн лекцисене нумай çын итлеме çÿренĕ. Çак вǎхǎтра вǎл "Огненная рубашка(Կրակէ շապիկ, Ереван, 1934; вырǎсла куçару: М., 1936) повĕç, автобиографилле кěнěке "Сады Силидара "(Սիլիհտարի պարտէզները, Ереван, 1935), роман "Барпа Хачик" çырнǎ.

Забел Есаян редактор, литературǎллǎ критик тата куçаруçǎ пек паллǎ. Вǎл Метерлинка ĕçне куçарнǎ. Çак вǎхǎтрах вара унǎн ĕçĕсене анкǎлчан, болгар, нимĕç, вырǎс, туркǎлла, француз чĕлхисене куçарнǎ.

1937 çулта Сталин террорě вǎхǎтěнче национализм тата совета хирěç агитленĕ айǎпланнипе аресленнĕ. Унǎн вилĕмĕ пирки нимте паллǎ мар.

 

2009 çулта Забел пурнǎçě çинчен документаллǎ фильм "В поисках Забел Есаян" (режиссёрсем Лара Агаронян тата Талин Суджян).

Ĕçĕсем тӳрлет

  • Եսայան Զ., Կեղծ հանճարներ, Կ. Պոլիս, 1910
  • Շնորհքով մարդիկ, Կ. Պոլիս, 1907
  • Երբ ալյևս չեն սիրեր, Կ. Պոլիս, 1914
  • Հոգիս աքսորիալ, Վիեննա, 1922
  • Նահանջող ուժեր, Վիեննա, 1922
  • Նահանջող ուժեր, Երևան, 1926
  • Պրոմեթեոս ազատագրված, Մարսել, 1925
  • Կրակե շապիկ, Երևան, 1934
  • Սիլիհտարի պարտեզները, Երևան, 1935
  • Երկեր, Երևան, 1959

Литература тӳрлет

  • Большая Советская Энциклопедия, т. 9. М., 1972.
  • Звон колоколов. Страницы западноармянской прозы. Ер., 1989.
  • История армянской советской литературы. М., 1966.
  • Краткая Литературная Энциклопедия, т. 2. М., 1964.

Çǎлкуçсем тӳрлет

  1. ^ http://www.armeniapedia.org/wiki/Zabel_Yesayan
  2. ^ http://araratmagazine.org/2011/10/finding-zabel-yesayan-finding-ourselves/ 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.