Жерар Депардье

Жера́р Депардье (тулли ячĕ Жерар Ксавье Марсель Депардьё, фр. Gérard Xavier Marcel Depardieu; раштав, 27 1948, Шатору) — франци, артисчĕ, «Ылтăн глобус» тата «Сезар» парнисен лауреачĕ. Франци чи паха артисчĕсенчен пĕри шутланать.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Çамрăк çулĕсем

тӳрлет

Жерарăн ашшĕ — Рене Депардьё (фр. Dédé Depardieu Деде ятлă пулнă) Эндр департаментĕнчи Шатору́ хули çывăхĕнче (фр. Châteauroux) ял ĕçчен çемйинче çуралнă. Вăл 1923 çулта çуралнă, анчах та аслă пĕлӳ илеймен те çырăва пĕлмен, çамрăклах çемье ферма ĕçне пăрахса хулана тухса каять, унта бляхарь пулса ĕçлет. Кунтах вăл хăйĕн пулас арăмĕпе — Алис Марийепе (ăна пурĕ те Лилетта (фр. Lilette Mariller) тесе чĕннĕ) — тĕл пулать. Вăл çав çултах швейцари чикки çумĕнчи Юра департамĕнчи Шатору хулинче çар вĕçевçи çемьинче çуралнă пулнă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче Шатору нимĕç оккупацийĕ айĕнче тертленнĕ, çапах та, Деде тата Лилетта тĕл пулса пĕр-пĕрне юратса пăрахаççĕ, вăрçă вĕçлениччен кăшт маларах, 1944 çулхи нарăс, 19 хула ратушĕнче официаллă мăшăрланаççĕ. Вăрçă хыççăн çамрăк çемье чухăн пурăннă: Деде лайăх бляхарь шутланнă, анчах та патшалăх экономики сапаланнă пулнă, пĕрмай шалу тӳлемен. 1945 çулхи çуркунне вĕсен пĕрремĕш пепке — Жерарăн  пиччĕшĕ — Ален çут тĕнчене килет, тепĕр икĕ çултан — 1947 çулта Елена хĕрĕ. Укçă-тенкĕ енчен лару-тăру питĕ хĕсĕк пулнă, çемья правительствăн социаллă пулăшăвне пули кăна пурнăçа майлаштарса пынă. 1948 ç. раштав, 28 Жерар çуралсан, финансă йывăрлăхĕсемсĕр пуçне, çемьери кăлтăксем тапранаççĕ: Деде эрехпе иртĕхсе каять, çапкаланса çӳрет, килте Лилетăн пĕчченех виçĕ ачапа хĕн тӳсме тивет. Тепĕртакран çичĕ çултан çемьере татах виçĕ ача  — Катрин, Франк тата Эрик — çуралаççĕ.

Ӳкерчĕк:GERARD01.JPG
Пĕчĕк Жерар Елена йăмăкĕпе тата Ален пиччĕшĕпе.

Яшлăхĕ

тӳрлет

1962 çулхи кĕркунне Жерар Депардьё Шатору хулинче типографире шрифтовик пулса ĕçлеме тытăнать. Çав хушăрах вăл чылай вăхăт американ çар базинче çар çыннисемпе калаçса ирттерет. Хулара бокс студине уçсан, вăл унта çӳреме тытăнать. Ытлах çитĕнӳ тумасть, вăйлă партнёрсемпе кĕрешет, пĕр матчра унăн сăмсине,  хуçаççĕ — çакă ăна хаяртарах сăн парать, ăна пурĕ те паллама тытăнаççĕ. Çав чухнех Жерар урăх каччăсемпе пĕрле американ базинчен çунăк шĕвек вăрласа сутаççĕ. Вĕсен ушкăнне темиçе хутчен те полици аресленĕ пулсан та, Жерара çул çитменнипе ăна саккунпа айăплайман.

Пултарулăхăн пуçламăш тапхăрĕ

тӳрлет
Ӳкерчĕк:GERARD03.JPG
Жерар Парис 1965 çулта çитет.


Ачисем

тӳрлет

Пултарулăхĕ

тӳрлет
Ӳкерчĕк:Jerarddepardieu.jpg
Жерар Депардье Жан Люк ролĕнче, и/ф Беглецы.

Фильмографи

тӳрлет

çул — Фильм (вырăсла ячĕ) / фильм (оригинал ячĕ) — роль

60-мĕш çулсем

тӳрлет

70-мĕш çулсем

тӳрлет

80-мĕш çулсем

тӳрлет

90-мĕш çулсем

тӳрлет

2000-мĕш çулсем

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет