Ермаков Сергей Николаевич

Ермаков Сергей Николаевич, — политик, Чĕмпĕр хулин пуçлăхĕ. 1937 çулхи юпа уйăхĕн 4 Пушкăрт АССРăн Дёма станциĕнче (халĕ Ӗпхӳн Дёма районĕ) çуралнă.

Ермаков Сергей Николаевич
Ермаков Сергей Николаевич

Пурнăçĕ

тӳрлет

Ашшĕ çулсен обходчикĕ, амăше кил ĕçченĕ пулнă. 1945 çулта Челябинск облаçĕнчи Кропачёво станциĕнчи вăтам шкула вĕренме кайнă. 1953 çулта Челябинск облаçĕнчи Златоуст хулинче вырнаçнă чукун çул училищине вĕренме кĕнĕ. 1955 çулта ăна вĕренсе пĕтернĕ хыççăн слесарь пулса ĕçленĕ.

1968 çулта Петĕм союзри чукун çул инженерĕсен кĕрет марлă интитутне (Мускав хули) вĕренсе пĕтернĕ.

1990 çулта Чĕмпĕр хула исполкомĕн председателĕ вырăнне суйласа илнĕ. 1992 çулта Раççей президенчĕн хушăвĕ тăрăх Чĕмпĕр хулин пуçлăхĕ вырăнне лартнă. 1993 çулта Раççей Федерациĕн Федераллă пухăвĕн Федераци Канашлăвĕн депутатне суйласа илнĕ. Унта вăл 1995 çулчен ĕçленĕ. 1997 çултанпа Чĕмпĕр облаçĕн Саккунсем кăларакан пухăвĕн председатель çумĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

2000 çулхи пуш уйăхĕнче «Диатомит-Инвест» предприятине ĕçлеме куçнă.

2004 çулхи пуш уйăхĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Саккунсем кăларакан пухăвĕн депутатне суйласа илнĕ.

2004 çулхи раштавăн 5 Чĕмпĕр хулан пуçлăхĕ вырăнне суйласа илнĕ.