Елена Галкина

Елена Галкина - опера артисчĕ, меццо-сопрано, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Шупашкарти Ф .П. Павлов ячĕллĕ кĕвĕ училищинчен вĕренсе тухнă. 1975 çултанпа – хор артисчĕ, ???? çултанпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕн солисчĕ. Репертуарĕ: Катька ("Хлеб ты мой"), Дуняша ("Царская невеста"), Ольга ("Евгений Онегин"), Зибель ("Фауст"), Чагак ("Шывармань"), Богатая дама ("Портрет"), Азучена ("Трубадур").