Европа лапамĕ (Киев)

Европа лапамĕ (Європейська площа) — Крещатикăн çурçĕр-тухăç енче, Киевăн паллă лапамĕ.

Лапам çине хальхи каçпа пăхсан

Истори

тӳрлет

Малтанхи йăлапа кунта лаша ярмăрккисене ирттернĕ, çапла ĕнтĕ лапамăн авахи ячĕ «Ут лапамĕ» пулнă. Киев архитекторĕ Андрей Меленский 1805-1806 çулсенче хулара пĕрремĕш театăра (хальхи «Украина килĕ» вырăнĕнче) туса лартсан çак вырăн «Театăр лапамĕ» ята тивĕçет.

1851 султа Викентий Беретти архитектор проекчĕпе лапамра «Европейская» хăна çурче туса лартнă, вара лапама та «Европа лапамĕ» теме пуçланă.

1869 - 1919 çулсенче лапама «Патша лапамĕ» тенĕ, кунта Иккĕмĕш Алексантăрăн палăкĕ тăнă. Хăш чух лапама «Александр лапамĕ» те тенĕ.

Совет тапхăрĕнче çак вырăн Виççĕмĕш Интернационал ячĕллĕ лапам пулнă, 1944 çулта «Сталин лапамĕ» пулса тăрать. 1961 çулта ăна «Ленин Комсомолĕ» ята куçараççĕ, çак палăрту СССР арканничченех тытăнса тăнă. 1991 çулта, ирĕклĕ Украинăра, лапама историри чăн ячĕпе тивĕçтернĕ.

Чаплă çуртсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет