Еврази экономика аслă канашĕ
Аслă еврази экономика канашĕ — Таможня пĕрлешĕвĕн тата Пĕрлĕ экономика уçлăхĕн аслă наци çийĕнчи органĕ. Канаша патшалăхăн ертӳçисемпе правительство ертӳçисем кĕреççĕ. Аслă канаш патшалăх ертӳçисен шайĕнче çулта пĕрре те пулин, правительство ертӳçисен шайĕнче — çулта иккĕрен сахал мар, иртереççĕ. Йышăнусене консенсус йĕркипе çирĕплетеççĕ. Йышăнусене хутшăнакан патшалăхсенче пурнăçа кĕртмелле. Канаш йĕркелесе пыракан йышне палăртать. Аслă Еврази экономика канашне кĕреççĕ:
патшалăх ертӳçисем:
А. Г. Лукашенко
Н. А. Назарбаев
В. В. Путин
правительство ертӳçисем:
М. В. Мясникович
С. Н. Ахметов
Д. А. Медведев.